Шкул ачасене йышăнма хатĕр
"Анат Чаткасри вăтам шкул ачасене йышăнма хатĕр", - çапла пĕлтерчĕ пирĕн корреспондента шкул директорĕ Ф.А.Тазетдинова. Вĕренекенсен вăйĕпе, шкулти кабинетсемпе классене юсаса сăрланă, 9 "а" класра вара урайне çĕнетнĕ. Шкул çак çурта куçнăранпа кăçал 20 çул çитрĕ. Апла пулин те çĕнĕ пекех-ха вăл: вĕрентекенсем ачасене тирпейлĕ пулма, пурлăха упрама хăнăхтараççĕ. Шкулти сăнав участокĕ - районта чи лайăххисен шутĕнче. Кăçал кунта уйрăмах хăяр ăнса çитĕннĕ, çак пахча-çимĕçе вуншар банка маринадланă. Пахча-çимĕç сутса пухăннă укçапа холодильник туяннă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче шкул 178 вĕренекене йышăнĕ. Пĕрремĕш класа килекенсем -11-ĕн.
"Шăмăршă хыпарĕ"