Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"КАШНИ ЫРĂ ĔÇ - ХАЛĂХШĂН ТĂРĂШНИ, ЫРĂ ĔÇЕ ХАСТАР ÇЫНСЕМ ТĂВАÇÇĔ"

ÇУЛ хыççăн çул иртет, ĕнтĕ эпĕ те ваттисен шутне кĕтĕм. Пурнăçăма ахаль ирттермерĕм пуль тесе шутлатăп. Урамра хам лайăх паллакан çынсем тĕл пулаççĕ те: "Иван Антонович, астăватăр-и, мĕнле тăрăшса ĕçлеттĕмĕр!" теççĕ. Ăçтан манăн-ха иртнине, тусăмсем...

Район пуçлăхĕсене хăйсем ĕçленĕ вăхăтра мухтани вырăнлах мар теççĕ. Тен, çакăнпа килĕшмелле те мар. Акă, Шăмăршă районĕнче юлашки çулсенче пулса иртнĕ калама çук пысăк улшăнусене епле-ха В.П.Фадеевпа çыхăнтармăн? Ман шутпа, кашни ырă ĕçрех район администрацийĕн пуçлăхĕн тỹпи пысăк. Валерий Петрович - çав тери канăçсăр çын, ыттисене те лăпланса ларма памасть. Район пурнăçĕ утăм хыççăн утăм малалла кайтăр тет, çĕнĕлĕхсем шыраса вĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшать. Паянхи ĕçсене тунă май, вăл яланах ыранхи çинчен шухăшлать, темиçе çултан пурнăçа кĕртмелли çĕнĕ чикĕсене палăртать. Валерий Петрович вăрçăпа ĕç ветеранĕсене те тăтăшах тĕл пулать, вĕсен нушисене татса парассишĕн пĕрмай тăрăшать.

Ырă улшăнусем яланах шанчăклă малашлăх валли çул уçса параççĕ. Районта пулса иртекен лайăх ĕçсем чуна савăнтараççĕ. Ăслă-тăнлă çын çакна курмасăр тăма пултараймасть. Кам курасшăн мар, вăл кирек мĕнле пуçарăва та критиклеме çеç хатĕрленсе тăрать. Районти тĕрлĕ яваплă вырăнсенче вăрах вăхăт хушши ĕçленĕ май, эпĕ çакна лайăх ăнланатăп: нимĕнле ĕç те вăй хумасăр пулмасть. Палăртса хунă чикĕсем мĕн чухлĕ сулмаклăрах, çавăн чухлĕ ытларах вăй хумалла.

 Паллах, ĕçри мĕнпур ăнăçлăх кадрсенчен килет. Районти нумай ертỹçе эпĕ тахçантанпах пĕлетĕп, вĕсем ман куç умĕнчех ỹссе çитĕнчĕç. Пĕр ỹстермесĕрех калатăп: кашни районтах пирĕнни пек ăста кадрсемпе мухтанма пултараймасть. Ахальтен мар ĕнтĕ сывлăха сыхлас ĕçре, вĕрентỹпе культурăра, строительствăпа ялсене тирпей-илем кĕртес, финанс ресурсĕсемпе тĕрĕс усă курас, çыхăну ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçсенче шăмăршăсем паха опыт пухрĕç. Çак опытпа паллашма, пиртен вĕренме халĕ кỹршĕллĕ районсенчен çеç мар, Ульяновск облаçĕпе Тутарстанран та килеççĕ.

Эпир пурте хамăр район центрĕн тата ялсен илемĕпе киленетпĕр, хăнасем те çак хитрелĕхпе тирпейлĕхе курсан мухтаса хăвараççĕ. Районти ялсенчи пурăнмалли çуртсене çут çанталăк газĕ çитрĕ, унччен малашлăхсăр шутланнă Канаш, Хĕрлĕ Васан, М.Горький паççулккисене, Ирçе Тĕккипе Шамкай ялĕсене те "кăвак çулăм" ырлăхĕ çĕнĕ пурнăç пачĕ. Район центрĕнче хулари пек хăватлă тасатакан сооружени тăвасси вĕçленсе пырать, çитес вăхăтра Хырла çырми çинче 450 гектар йышăнакан шыв хранилищи хута каймалла. Район çыннисен тахçанхи ĕмĕчĕ - ĕçмелли лайăх пахалăхлă таса шывпа тивĕçтересси - пурнăçа кĕрĕ. Урамсене асфальт çул сарни, çамрăк çемьесене çурт-йĕр лартма майсем туса пани - çаксем пурте Шăмăршă районĕн малашлăхĕ пысăк пулнине çирĕплетеççĕ. Район администрацийĕ çамрăксем валли ĕç вырăнĕсем туса хурассине хăйĕн тивĕçĕ тесе шутлать, пĕчĕк предпринимательство та аталансах пырать.

Паллах, пурăнакан пурнăçра çитменлĕхсемпе татса паман ыйтусем те пур ĕнтĕ. Çав çитменлĕхсене пĕтерес тесен, пур сыпăкри ертỹçĕсен те хăйсен вырăнĕсенче яваплăха çирĕп туйса ĕçлемелле, ĕçре çĕнĕлĕхсене шырамалла, пуçаруллă пулмалла. Çав вăхăтрах халăх нушисем çинчен те манмалла мар. Эсир районшăн тăвакан кашни ырă ĕç - халăхшăн тăрăшни, ырă ĕçе чунпа хастар çынсен тумалла.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 августа 2005
00:00
Поделиться