Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнĕ чиркỹ тăваççĕ

Вырăс çĕршывĕнче мĕн ĕлĕкренпех ялсемпе хуласене пысăк та чаплă чирксем илем кнĕ. Чан сасси вара пур çынна та тыткăнланă.

Шăмăршă тăрăхĕнче те чирксем пулнă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче чиркỹсене хупнă, тустарнă. Çĕнетỹ тапхăрĕнче тин районти чиркỹсем çĕнĕрен уçăлма пуçланă. Унччен Госбанк уйрăмĕ пулнă çуртра "Христос çурални" ячĕллĕ чиркỹ уçрĕç. Кивĕ çурт вăл кивĕ çуртах ĕнтĕ. Православи тĕнне тытса пыракансем çĕнĕ чиркỹ тума тĕллев лартрĕç. Район администрацийĕ те вĕсен шухăш-кăмăлне ырларĕ. Чиркỹ валли çĕнĕ вырăн уйăрса пачĕ. Вăл ĕлĕкхи кивĕ шкул вырăнĕнче. Çĕнĕ чиркĕве кирпĕчрен тăваççĕ. Çỹллĕшĕ 28 метр, 3 престоллă, 5 куполлă пулмалла. Çак чиркỹ çывăхри районсенче чи чапли те чи илемли пулĕ.

Хальхи вăхăтра строительсво материалĕсене турттараççĕ, никĕсне хывма тытăннă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 августа 2005
00:00
Поделиться