Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇĂКĂР ÇИЕКЕН ХУР КУРМАН

 Çичçĕр гектар çинче çитĕнтернĕ кĕр тыррисене "Мир" ЗАОра. Ырашпа кĕрхи тулла тирпейлĕн пуçтарса кĕртрĕç, тухăç гектар пуçне çирĕмшер центнер ытла пуçтарăннă. Çак тырă вăрлăх валли те, парăмсене саплаштарма та çитет.

-                     Кĕр тыррисен лаптăкĕ кăçал та кунтан кая мар йышăнĕ, - терĕ "Мир" ЗАО ертỹçи З.Афиятуллов. - Минераллă удобренисем çитеççĕ, вăрлăха имçамласа кăна акатпăр.

-                     Хуçалăхра кĕр аки кал-кал пырать, вырма ĕçĕсемпе пĕрлех килес çулхи тухăç çинчен те шутлаççĕ.

"Яблоневка", "Шанс", "Бездна", "Колос" хуçалăхсенче те агротехника хушнă вăхăтра ыраш акма тухрĕç, ыттисем те хатĕрленеççĕ. Ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ В.Севрюгин каланă тăрăх, районĕпе кăçал 3 пин гектартан кая мар кĕр тыррисем акасшăн. Çав шутра 1 пин гектар ыраш пулĕ. Куçăмлă фондри вăрлăх "Яблоневка" тата "Агродор" хуçалăхсенче çеç пур, ыттисен кăçалхи вăрлăхпа акма тивет.

-                     Минераллă удобрени тĕлĕшпе лару-тăру мĕнлерех? - ыйтатăп Вадим Петровичран.

-                      Халлĕхе мухтанмаллиех çук, - терĕ тĕп агроном. - Камăн укçи пур - туяннă, кам укçасăр - удобренисĕрех акать. Ăçта минераллă удобренипе усă курмасăр акаççĕ тата калчасене çуркунне те апатлантараймаççĕ - çав хуçалăхра кĕр тыррисен тухăçĕ те пысăк мар. Лайăх тĕмĕленсе вăй илеймен калча хĕл каçнă чухне те хĕн курать.

Кĕр тыррисем акма васкаман хуçалăхсен ертỹçисене те ăнланма çук. Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ вĕт-ха, кая юлса аксан калчасем вăй илсе юлайĕç-ши? "Хура çăкăр çиекен хур курман", - тенĕ ваттисем. Пỹлмере кĕр тырри нумай пулсан, хуçалăх экономикине аталантарма та пултаратпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 августа 2005
00:00
Поделиться