Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

СПОРТРА ТА МАТТУР

 Шăмăршăсем районта физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе тăрăшса вăй хураççĕ, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ. Кашни ăмăртăвах ытларах та ытларах çынна спорта явăçтарать, унпа туслаштарать, ăна юратма, унăн ыррине курма вĕрентет тата, каламасăрах паллă вăл е ку енĕпе пултаруллăрах çынна палăртать. Мĕн чухлĕ сумлă спортсмен пирĕн Чăваш Енре! Çăмăл атлетикăна илес-и е спортăн ытти енне-и - хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм чăваш ятне çĕршыв, тĕнче шайне кăларать. Пысăк спортсмен пуласси, вăл аслă çул çине тухасси вара шкул саккинчен пуçланать. Районти физкультурăпа спорт аталанăвĕ пирки район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политикин, спортпа культура пайĕн тĕп специалисчĕ С.КУЗЬМИН пирĕн корреспондента акă мĕн каласа пачĕ:

- Спорта аталантарасси чăн малтанах укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çакна шута илсе, район бюджетĕнчен укçа-тенкĕ ытларах уйăрма тăрăшаççĕ. Уйăрнă сумма физкультурăпа спорт тата çамрăксен программисене пурнăçлама каять. Шăмăршă тăрăхĕнче спорта аталантарас ĕçре Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, районти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ тата тĕп вăтам пĕлỹ паракан шкулсем пысăк çитĕнỹ тăваççĕ. Шкулсенче тĕрлĕ секцисем ĕçленине те палăртса хăвармалла.

-         Пирĕн районта спортăн хăш енĕ лайăхрах аталаннă-ши?

-          Кам хăш спорт тĕсне юратать, унпа туслашма тăрăшать. Чи малтанах, халăх вăййине - футбола асăнас килет. Футбола килĕштерекенсем, кăмăллакансем питĕ йышлă. Районта ял администрацийĕсемпе предприяти-организацисем, учрежденисем хушшинче футболла выляса мала тухассишĕн турнир пырать. Анчах питĕ шел, кашни çулах тенĕ пек хутшăннă командăсенчен пĕри те пулсан финала çити выляса çитеймест, турниртан хăй ирĕкĕпе тухать. Йĕлтĕр спорчĕ те анлă сарăлнă пирĕн тăрăхра. Шурă юр ларсанах йĕлтĕр йĕрĕ çинче ачасенчен пуçласа çитĕннисем таранах курма пулать. Чи сумлă та массăллă ăмăртусенчен пĕри вăл - йĕлтĕрпе чупса райадминистраци пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çулсерен йĕркелекенни: пĕр ял администрацийĕ те, предприяти-организаци те, учреждени те Шăмăршăри хырлăх вăрманĕнчи ăмăртуран пăрăнса юлмасть. Çăмăл атлетикăпа волейбол та пирĕн районта пурăнакан хастарсемшĕн ют мар. Юлашки çулсенче хоккей çине те пысăк тимлĕх уйăрма тытăнтăмăр. Чăн та, хальлĕхе виçĕ ял администраци территорийĕнче кăна хоккей курупкисем пур. Ыттисем темшĕн каток ăсталама мехел çитереймеççĕ. Республикăра иртекен спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнатпăр. Район администрацийĕнче вăй хуракансем Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем хушшинче иртекен спартакиадăра тупăшаççĕ, начар мар результатсем кăтартаççĕ.

-         Сергей Владимирович, спортпа уйрăмах çамрăк чухне кăсăкланаççĕ. Ку лайăх ĕнтĕ. Анчах камсенчен тĕслĕх илеççĕ-ха паянхи яшсемпе хĕрсем?

-          Кашнин хăйĕн кумирĕ пур ĕнтĕ. Футбола юратакансем тренерсене малти вырăна лартаççĕ е Раççей шайĕнче вылякан футболист пек пулма тăрăшаççĕ. Паллах, спортпа кăсăкланакан çын хăй лартнă тĕллев патне çитме ăнтăлать. Çитĕнỹ тăвас тесен вара наянланма юрамасть, пĕрмай хăвăн сывлăхна туптамалла, тĕрлĕ ăмăртусенче хăвна тĕрĕслемелле.

 Районта çамрăксене пĕр ушкăна пĕтĕçтерсе сывлăха пиçĕхтерме мĕнле секцисем ĕçлеççĕ?

-         Футбол, кĕрешỹ, йĕлтĕр спорчĕ, çăмăл атлетика тата ытти спорт секцийĕсем ачасемпе çамрăксене хапăл тусах йышăнаççĕ.

-         Тренерĕсем çителĕклĕ-и вара?

-         Ку енĕпе йывăрлăхсем çук. Преподаватель-патриотсем сахал мар пирĕн. Вĕсем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ пĕтĕм ĕç.

-         Кăмăл-туйăм пуррипе кăна тутă пулаймастăн. Спортра пиçĕхме, ачасемпе çамрăксене тренировкăсем ирттерме, вĕренме условисем тивĕçтереççĕ-и? Спорт инвентарĕ çителĕклĕ-и?

-         Спорт инвентарĕ пирки сăмах тапратсан мухтанмаллиех çук-ха. Май çитнĕ таран условисене лайăхлатма тăрăшатпăр-ха ĕнтĕ. Акă, кăçал Кивĕ Шăмăршă ялĕнче çĕнĕ стадион валли çĕр уйăрнă, ĕç пуçланнă та ĕнтĕ. Çак ĕçе пурнăçлама спонсорсем пулăшу кỹреççĕ. Çакна та калас килет, тăрăшсан кашни ялтах, ĕç вырăнĕнчех спорт инвентарĕ вырнаçтарма пулать. Хамăр сывлăхшăн хамăрăнах тăрăшмалла.

-         Сергей Владимирович, спорт ветеранĕсене асăнмасăр иртес марччĕ...

-         Ырă ята тивĕçнĕ, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан спорт ветеранĕсенчен çаксене асăнса хăвармалла: И.Старшов, Г.Никитин, В.Шуряков, П.Ильдяков, Н.Харлампьева, Л.Никитина тата ыттисем те. Вĕсене районта иртекен ăмăртусенче час-часах курма пулать.

-         Физкультурăпа спорта аталантарас, сывă пурнăç йĕркине сарас тĕлĕшпе çитес вăхăтра мĕн тума палăртатăр?

-         Чи малтанах спорта кăмăллакансен йышне татах ỹстересшĕн, массăллă спорта аталантармалла. Шкулсене спорт инвентарĕпе тивĕçтересси çине те тимлĕх уйăрасчĕ. Çак условисене пурнăçа кĕртсен Шăмăршă районĕнче сывă ăру çитĕнесси куç кĕрет. Юлашкинчен, районти спортсменсене, спорт ветеранĕсене, тренерсемпе физкультура вĕрентекенĕсене, спорта юратакансене уяв ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх тата ăмăртусенче ăнăçу сунатăп.

  



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 августа 2005
00:00
Поделиться