Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КИРПĔЧ ÇИНЕ КИРПĔЧ - ÇĔКЛЕНЕТ ÇĔНĔ ÇУРТ

Строитель профессийĕ - чи мирлисенчен тата кирлисенчен пĕри. Вĕсен аллисем кирпĕч çине çирпĕч хунăран çĕнĕ çуртсем çĕкленмеççĕ-и вара? Объектсене хута яма хатĕрлекенсем те - строительсемех. Каменщик-и е штукатур-маляр, платник е столяр - пурте пĕр ĕçех тăваççĕ. Шăмăршăрах, акă, ял администрацийĕн кивĕ çуртне хирĕç пурăнмалли çĕнĕ çурт çĕкленет. "Строитель" ООО генеральнăй директорĕпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕпе Н. Быковпа шăпах унта курса калаçма май килчĕ.

-    Чи малтанах сире, Николай Никонович, уяв ячĕпе саламлатпăр.

-         Тавтапуç.

-        Çакна палăртма кăмăллă: юлашки çулсенче район центрĕн сăн-сăпачĕ палăрмаллах çĕнелсе улшăнчĕ...

-        Мухтаннă пек ан пултăр та, кунта строительсен тỹпи те пысăк. Хăвăрах куратăр пулĕ: темиçе çул хушшинче ку вăхăтри проектсемпе туса лартнă темиçе çуртпа объект хута кайрĕ. Вĕсене чăннипех Шăмăршă илемĕ теме пулать. Анчах "Строитель" ООО халиччен мĕн ĕçленипе çеç çырлахса лармасть, строительсемшĕн ĕç тупăнсах тăрать.

-         Сăмах май, Николай Никонович, çурт-йĕр ăстисем кăçалхи уява мĕнлерех кĕтсе илеççĕ-ха?

-          Цифрăсем çинче чарăнса тăмăпăр - пирĕн ĕç вĕсемсĕрех куç умĕнче. Кăçалхи çула илес пулсан çакна каласа хăварам. Халĕ акă, 16 хваттерлĕ пурăнмалли çурт купалатпăр. Пĕрремĕш хутне пĕтернĕ ĕнтĕ, иккĕмĕшĕ те кĕçех вĕçленмелле: мĕншĕн тесен, объекта декабрьте хута яма палăртнă. Çакăнпа пĕрлех, судпа прокуратура çуртне юсас ĕçсем те пыраççĕ. Шăмăршă ял администрацийĕн кивĕ çуртне пурăнмалли 8 хваттерлĕ çурт валли, маларах перекет банкĕ йышăннă çуртри лаптăка 5 хваттер валли хатĕрлесе çитерес ĕçсем те вĕçленсе пыраççĕ. Асăннă объектсене сентябрĕн 1-мĕшĕнче хута ярасшăн.

-         Кашниех мал ĕмĕтпе пурăнать теççĕ-ха та...

-         Унăсăрăн епле пултăр-ха? Çитес çул, сăмахран, шалти ĕçсен пайĕн кивĕ çурчĕ вырăнĕнче нумай хваттерлĕ хăтлă çĕнĕ çурт ỹссе ларĕ. Никĕсне, район администрацийĕ пулăшсан, кăçалах хывса хăварасшăн. Шăмăршăра çĕнĕ чиркỹ пуласси пирки çынсем илтнех пулĕ. Ăна çĕкленĕ çĕрте те вăй çитнĕ таран хамăр тỹпене хывăпăр: сăваплă çурта тума хутшăнни  -  хăйех сăваплă ĕç. "Строитель" ООО çумĕнче килес çул ку чухнехи çỹллĕ шайри люкс-номерсемлĕ çĕнĕ гостиница ỹссе ларас шанăçа та çухатмастпăр.

-         Уйрăм çын, çурт-йĕрпе хуралтăсем çавăрма тытăнсан, стройматериалсем пирки хăшкăлать. "Строитель" ОООна ку тĕлĕшпе илсен...

-          ...чăрмавсем çук. Пеноблоксенех, акă, хамăр валли те, сутмалăх та хатĕрлетпĕр. Г.Марков бригади чăннипех ырă сăмаха тивĕçлĕ. Хамăрăнах пилорама пур. Унта Н.Сергеев рамщик канăçа пĕлмест. Столяр цехĕ те яланах ĕçлĕ: хута ямалли объектсем валли плинтуссем, мачча-урай хăмисем, чỹрече-алăк блокĕсемпе рамăсемпе алăксене те хамăрах янтăлатпăр. Пуртă-пăчкă ăстисенчен Н.Чернова, А.Карсакова, В.Шумилова палăртса хăвармалла.

-     Николай Никонович, тен, ытти ăстасене те асăнса хăварăр?

-  Чи малтанах Г.Мадюкова ертсе пыракан штукатур-малярсен бригадине асăнас пулĕ. Н.Чековапа Л.Борисова штукатур-малярсем те - тăрăшуллă ĕçченсем. 16 хваттерлĕ çурта çĕкленĕ çĕрте Н.Шумилов мастер ертсе пынипе Ю.Никитин бригади хастар ĕçлет. Р.Логтин крановщик, В.Кузнецов, В.Крылов, В.Антонов водительсем, А.Быков экскаваторщик та лайăххисен шутĕнче.

-          Калаçушăн тавах сире, Николай Никонович. Эппин, малашне те ĕçĕрсем ăнса пыччăр.

-         Юлашкинчен, сăмаха вĕçленĕ май, мĕн пур строительсене профессиллĕ уяв ячĕпе саламлатăп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 августа 2005
00:00
Поделиться