Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КАШНИ СЕХЕТ ХАКЛĂ

ВЫРМА вăхăтĕнче журналистсем валли çырмалли тупăнсах тăрать. Уй-хирте çĕнĕрен çĕнĕ ĕç паттăрĕсем çуралаççĕ: паян пĕр механизатор малта пулсан, ыран тепри ăна хыçала хăварать. Район хаçачĕ эрнере икĕ хут çеç тухнăран, паттăрсене ĕлкерсе пыма та йывăр. Çавăнпа та цифрăсене тĕп-тĕрĕс кăтартайманшăн çĕр ĕçченĕсенчен малтанах каçару ыйтатăп.

1.      "Донсем" ишеççĕ ылтăн тинĕсре...

"Мир" ЗАОра кĕр тыррисене 700 гектара яхăн лаптăк çинче çитĕнтернĕ. Çав шутра 500 гектарĕ -  кĕрхи тулă. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх, кĕр тыррисен вăтам тухăçĕ гектартан 25-шер центнер ытла пуçтарăнать. Эпир хуçалăхра пулнă чух комбайнсем ыраш уйĕнчи юлашки паккуссене пухса çапатчĕç. В.Актемовпа Р.Хисамов СК-5 "Нива" комбайнсемпе тухăçлă ĕçлеççĕ. Халлĕхе иккĕшĕ те пиншер центнер ытла тырă пухса çапнă.

 - Халĕ "Нивăсен" ĕмĕрĕ мар çав. Авă, "Донсем" епле хăватлă ĕçлеççĕ! -

 кĕрхи тулă уйĕ енне аллипе тăсса кăтартрĕ К.Хисамов комбайнер. Чăнах та, СК-5 комбайна "Донпа" танлаштараймăн ĕнтĕ. Иккĕ тан вĕсем "Мир" ЗАОра. Хаклă техникăна К.Хисамовпа А.Садертдинова шанса панă. Ылтăн тĕс çапнă тулă уйĕнче "Донсем" çав тери илемлĕн курăнаççĕ. Тулла тỹрремĕнех вырса çапаççĕ вĕсем, бункерсем тулсах тăраççĕ. Йĕтем çине икĕ пиншер центнер ытла тырă ăсатнă. В.Паймин, А.Камалтдинов, З.Куропаткин водительсем рейс хыççăн рейс тăваççĕ, хаклă вăхăтăн кашни минучĕпе тухăçлăн усă кураççĕ. Хуçалăх ертỹçи З.Афиятуллов вырмара ĕçлекен ытти механизаторсене те ырласа асăнчĕ. Тырă çулнă çĕрте М.Фахрутдинов, А.Минуллов, С.Гимадиев хастар. Салехетдин абый, акă, тепĕр темиçе уйăхран çитмĕл тултарать. Хĕрĕх çул ытла механизаторта ĕçленĕ. Хуçалăхра комбайнерсем çитменни çинчен пĕлнĕ те, С.Гимадиев пулăшма килĕшнĕ. "Ватти тăватта тăрать", - теççĕ вĕт-ха халăхра.

2.      Йĕтем çинче _ хĕрỹ ĕç

Йĕтем  çине тырă килсех тăрать. Анчах та вăл купара нумай выртмасть - ăна çийĕнчех тасатса тирпейлеççĕ. Н.Романов, В.Паймин, Р.Емдиханов машинистсем тырă тасатакан агрегатсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Йĕтем çинче аслисене Палтиелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем пысăк пулăшу параççĕ. Ячĕсене хаçатра асăнманшăн каçарччĕр -  çирĕм-вăтăр ача ĕçлет куллен кунта. "Пурте маттур!"  - мухтарĕ хуçалăх ертỹçи З.Афиятуллов. Сортировка витĕр тухнă тырра В.Чиндарев водитель автомашинăпа кĕлете турттарать. Пỹлмесем кунсерен тулаççĕ.

3.      Кĕр тыррисем тупăшлă

Вăтăршар центнера яхăн тухса пырать гектартан кĕрхи тулă. Хăвăрах шутласа пăхăр: 500 гектартан тырă самаях пуçтарăнать.

- Кăçал та кунтан кая акмастпăр, - пĕлтерчĕ хуçалăх ертỹçи З.Афиятуллов. - Вăрлăхсем хатĕр, минераллă удобренисем çителĕклĕ. Кĕр тыррисем валли çĕр хатĕрленĕ çĕрте К-700 тракторпа ĕçлекен М.Тизяков тăрăшуллă. Çак хăватлă трактор кунĕн-çĕрĕн хиртен кĕме пĕлмест, ăста алăллă механизатор ăна тухăçлă ĕçлеттерет. Хуçалăхра çунтармалли-сĕрмелли материалсем те çителĕклĕ. Кун пеккине паянхи пурнăçра сайра тĕл пулатăн. Техника юсавлă, топливо пур - мĕншĕн тăрăшса ĕçлемелле мар-ха? Вырма сарăлсах пырать, кĕр тыррисем хыççăн çурхи тырăсем черет кĕтеççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 августа 2005
00:00
Поделиться