Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КАНĂÇСĂР КУНСЕМ

ЯЛ хуçалăх управленийĕ паян çар штабне аса илтерет. Диспетчер ир-ирех уй-хир хыпарĕсене пуçтарать те, специалистсем начальник пỹлĕмĕнче хуçалăхсенчи ĕçсене васкавлăн сỹтсе яваççĕ. Сакăр сехетре управленин УАЗ автомашини çула тухать. Тĕп агрономпа тĕп инженер та, ытти специалистсем те куллен "урапа çинче". _Пĕрле пыратăр-и? _ чĕнчĕ мана управленин тĕп инженерĕ Н. Ухваркин. Ăçта каясси пирки ыйтса тăмасăрах, автомашина ăшне кĕрсе лартăм. Чăн аякри хуçалăха _ "Яблоневка" ОООна çул тытрăмăр.

  1. Тырă хумханать, путене авăтать...

УЛМАЛЛĂНА çитсенех техника паркне чарăнтăмăр. Виçĕ комбайн _ икĕ "Нивăпа" пĕр "Дон" кĕрлесе лараççĕ кунта. Механизаторсем хире тухас умĕн техникăна тепĕр хут тĕрĕслеççĕ. _ Николай Павловпа Николай Яноров экипажĕсем ыраша кушăхтарма çулаççĕ, - пĕлтерчĕ хуçалăх ертỹçи Владимир Смирнов. _ Иккĕшĕ те ывăлĕсемпе пĕрле ĕçлеççĕ, пĕр сăмахпа каласан _ çемье экипажĕсем. 147 гектар йышăнать ыраш. Тупата, кунашкал хỹхĕм çитĕннĕ кĕрхи культура районта урăх çукрах та пулĕ. "Гетера" сорт пысăк тухăçпа савăнтарасси куç умĕнчех. Тирпейлĕ пуçтарса кĕртесчĕ кăна. Комбайнсем хыççăн хулăн паккуссем юлаççĕ, пучахсем те шултра. Паккуссем типсенех кунта "Донпа" Владимир Митрофанов, "Нивăсемпе" Николай Тимофеев, Александр Корчагин тата Сергей Марушкин комбайнерсен экипажĕсем çитĕç. Вĕсем команда пуласса çеç кĕтеççĕ. _ Мĕнпур тыр-пула минераллă удобренисемпе усă курса акнă, вăрлăхсем те çĕнĕ, - каласа парать хуçалăх ертỹçи. _ Çум-курăксене гербицидсемпе пĕтертĕмĕр. Куратăр-и, пирĕн хирсем таса, тỹрех комбайнпа вырса çапма та пулать. Тырă чĕрĕрех-ха, çавăнпа та малтан кушăхтарма çулатпăр. Хирти çулсемпе çỹренĕ чух тырă хушшинче путене авăтни чĕрене савăнтарчĕ. Çут çанталăк пуян çав Улмаллă тăрăхĕнче, вăрман тăрăхĕсем те, шăнкăр-шăнкăр çăл куçĕсем те илĕртеççĕ. Тип варта унта та кунта матрỹшке ỹсет. Хĕрелме пуçланă палан та, вăрман улмуççийĕн йỹçĕ пулин те илемлĕ улмисем те кăмăла çĕклеççĕ. Кунти хирсем пĕчĕк мар _ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 950 гектар йышăнаççĕ. Çурхи тулă хăй кăна 350 гектар, урпа лаптăкĕ те унтан нумай кая мар. Малтанах асăнтăм ĕнтĕ, тухăç аван. "Питĕ аван!" _ тесе çырасшăнччĕ те, ваттисем пỹлмене кĕмен тырра мухтама хушманнине аса илтĕм...

  1. Чукал хирĕсем те акăнмасăр юлман

ХУÇАЛĂХСЕНЧИ лару-тăрăва тĕплĕн пĕлмен çынсенчен Чукал енче нимĕн те акса çитĕнтермеççĕ тесе каланине пĕрре çеç мар илтнĕ. Чăнах та, "Волга" хуçалăх çук ĕнтĕ халĕ, анчах хирсем пушă выртмаççĕ _ Чукал çĕрĕсене "Яблоневка" ООО хăйĕн хỹтлĕхне илнĕ. Кунти уйрăма ертсе пыракан Геннадий Чугунова эпир Улмаллăра тĕл пултăмăр. _ Пирĕн кĕр тыррисем çук, çавăнпа та вырма çак эрнерех пуçланмасть-ха, _ терĕ Геннадий Чугунов. _ 240 гектар çурхи тулă, 85 гектар урпа, 95 гектар хура тул çитĕнтертĕмĕр. Пĕр çул ỹсекен курăксене 70 гектар акнăччĕ. Комбайнсем пирĕн те юсавлă, çунтармалли-сĕрмелли материалсем хатĕрленĕ. Василий Бибуковпа Владимир Угарин тата Валерий Симурзинпа Сергей Нефедов комбайнерсем _ опытлă ĕçченсем. Вырмана кĕске вăхăтра тата лайăх пахалăхпа ирттерме майсем çителĕклĕ.

 

  1. Ытларах акасшăн, тухăçа ỹстересшĕн "

КĔР тыррисен лаптăкне кăçал икĕ хут ỹстересшĕн", - пĕлтерчĕ хуçалăх ертỹçи Владимир Смирнов. _ 200 гектар ыраш, 100 гектар кĕрхи тулă акатпăр. Пирĕн сортсем лайăх, кĕр аки валли минераллă удобрени те туяннă. Августăн иккĕмĕш çурринче хире ака агрегачĕсем тухĕç. Паян кунта пикенсех çĕр хатĕрлеççĕ, ку ĕçре Т-150 тракторсемпе Алексей Хамановпа Руслан Данилов механизаторсем тăрăшулăх кăтартаççĕ. Улмаллăра выльăх-чĕрлĕх ферми çук, çавăнпа та нумай çул ỹсекен курăксен утине халăха валеçсе параççĕ. Эпир хуçалăхра пулнă чух Николай Скрипин Германире туса кăларнă комбайнпа люцернăна иккĕмĕш хут çулатчĕ. Калаçма-шỹтлеме ухутаскер, Николай юрла-юрла ĕçлет. Çавăнпах ĕçĕ те ỹсĕмлĕ. Хуçалăхри йĕтем çинче те пултăмăр, шап-шурă кĕлетсен алăкĕсене уçса пăхрăмăр. Пур çĕрте те таса та тирпейлĕ, çĕнĕ тырă йышăнма хатĕр. "Улмаллăсенчен вĕренмелĕх пур", - çакăн пек пĕтĕмлетỹ турăмăр хуçалăхра пулнă хыççăн. Кунта техника та юсавлă, çынсем те ĕçлеççĕ, ĕçленĕшĕн тивĕçлипе хавхалантарма та пултараççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 августа 2005
00:00
Поделиться