Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ИЛЕМЕ ТУЙНĂ, ПУРНĂÇА ЮРАТНĂ

Писатель Степан Митрофанович Лашман (Авксентьев) 1895 çулхи августăн 6-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Патирекре, хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, 1907-1911 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, 1912-1914 çулсенче Чĕмпĕр земствин строительство шкулĕнче вĕреннĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче Лашман "Нарспи" поэма авторĕпе К.Ивановпа, Н.Шупуççыннипе, Ф.Павловпа çывăх паллашнă. Чăвашсен паллă педагогĕ И.Я.Яковлев ертсе пынипе вĕсем çĕрĕн-кунĕн ĕçленине курса, Ç.Лашман та хăйĕн пултарулăхне сăвă-юрăра тĕрĕслесе пăхас ĕмĕтпе хавхаланнă. Анчах ун чухне вăл çак ырă ĕмĕте пурнăçа кĕртме ĕлкереймен. 1915 çулта ăна империализм вăрçине илсе кайнă. Октябрьти социализмла Аслă революци хыççăн вăл, 1918 çулччен, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи çутĕç пайĕн Чăваш уйрăмĕнче ĕçлеме тытăниччен, çарта пулнă. Çартан таврăннă хыççăнах Чĕмпĕрте Атăл тăрăхĕнчи чăвашсем вали "Çĕнĕ пурнăç" хаçат кăларас ĕçе пуçарса янă, унăн пирвайхи редакторĕ пулнă. Çавăнтан вара вăл хăйĕн кун-çулне пĕтĕмпех пичет ĕçĕпе çыхăнтарнă. 1919 çулта Ç.Лашман каллех салтак шинелĕ тăхăннă. Хĕвелтухăç тата Польша фрончĕсенче Хĕрлĕ ялавлă 27-мĕш дивизи политпайĕнче малтан библиотекарь, кайран клуб начальникĕ пулнă. Фронтра çапăçакан чăваш салтакĕсене Тăван çĕршывăмăрăн чаплă пуласлăхĕ çинчен ывăнма пĕлмесĕр ăнлантарнă, совет республикине паттăррăн хỹтĕлеме чĕннĕ. 1920 çул вĕçĕнче ăна Хусан хулине "Канаш" (хальхи "Хыпар" хаçат редакцине чĕнсе илнĕ. Çак хаçат редакцийĕнче вăл 12 çул хушши пĕр таттисĕр пай заведующийĕ тата ответлă секретарь пулса ĕçленĕ. Çав хушăрах чăваш писателĕсемпе журналисчĕсен "Канаш" союзне йĕркелес, "Сунталпа" "Капкăн" журналсем кăларма тытăнас ĕçе хастар хутшăннă. 1925-1930 çулсенче вăл çав вăхăтри паллă журналистпа тата критикпа А.Золотовпа пĕрле республикăра радио ĕçне пуçарса ярас тĕлĕшпе те ывăнма пĕлмесĕр тăрăшнă. 1922-1927 çулсенче РОСТА тата ТАСС корреспонденчĕ, каярахпа республикăри радиоинформаци комитечĕн литературăпа драма передачисен редакторĕ пулнă. Писатель çырнă паллă произведенисем _ "Хура çăхансем" (1921), "Леш хайхисем" (1922), "Тĕттĕм кĕтесре" (1922), "Ноябрĕн 7-мĕшĕ" (1926), "Тамаша" (1930), "Большевикла çуракишĕн" (1931), "Ахăрсамана" (1930), пьесăсемпе комедисем. Вăрçă хыççăнхи çулсенче писатель çырас ĕçе нихçанхинчен пысăк хастарлăхпа тытăннă. Граждан вăрçин йывăр та асаплă çулĕсем çинчен "Ылтăн хĕç" драмăна вулакансемпе куракансем умне ăнăçлă илсе тухнă. Писателĕн пĕтĕм пурнăçĕ халăх кун-çулĕпе тачă çыхăннă. Хăйĕн произведенийĕсенче вăл пĕтĕмпех çынсен ĕçпе кĕрешỹри хастарлăхне мухтаса юрлать. Унăн вăтăрмĕш çулсенче çырнă "Виçĕ тĕлпулу", "Чăрсăр Арçук", "Тимлĕ письмоносец", "Çулăмлă кунсем", "Амăш кун-çулĕ", "Кăвак хуппи" очеркĕсенче пирĕн умма чăваш ялĕсенче колхозсем чăмăртаннă тапхăрти хастар чун-чĕреллĕ çынсем тухса тăраççĕ. Оригиналлă произведенисем çырнипе çеç çырлахмасть писатель. Литература ĕçне тин çеç тытăннă çамрăксене пулăшас тĕлĕшпе те нумай тăрăшать. Вĕсен пирвайхи произведенийĕсене тишкерсе рецензисем çырать, усăллă канашсем парать. Вăл куçарнă паллăрах произведенисем: М.Горькин "Челкаш" калавĕпе А.Блокăн "Вуниккĕ" поэми, А.Серафимовичăн "Тимĕр юхăм" романĕпе М.Горькин "Амăшĕ" романĕн уйрăм сыпăкĕсем тата А.Чехов, Я.Гашек, М.Твен калавĕсем. С.Лашман пурнăçа юратакан, унăн илемне лайăх туякан писатель пулнă. Шел, унăн пурнăçĕ 1986 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче татăлнă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 августа 2005
00:00
Поделиться