ТĂРĂ ШЫВ, АСФАЛЬТ ÇУЛ...
Халĕ çуртсене çут çанталăк газĕ кĕртни пирки калаçма та, çырма та пăрахрăмăр ĕнтĕ. Ялсенче "кăвак çулăм" çитмен килсем питех те сахал юлчĕç. Вăхăтĕнче вара газ кĕртес ĕç çавнашкал хăвăрт вĕçленессе ĕненместчĕç те. Анчах халăхра: "Куç хăрать те, алă тăвать", - темеççĕ-и-ха? Паян Чăваш Республикин Президенчĕ кашни çуртах ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе анлă программа кăларса тăратрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев ялсене таса шыв илсе пырас ыйтăва икĕ çул çурă хушшинче татса памаллах тесе шутлать, çак ĕçе хăвăртлатассишĕн тăрăшать. Пирĕн корреспондент шыв кĕртессипе чăн малтан ĕçлеме пуçăннă Палтиел ял администрацийĕн пуçлăхĕпе М.М.АХМЕРОВПА тĕл пулса калаçнă.
- Пирĕн ял паян пысăк стройкăна аса илтерет, - тенĕ М.М.Ахмеров. - Уруков ячĕллĕ, Спортивная, Набережная урамсене - пурĕ пĕр километр тăршшĕ - шыв пăрăхĕсем хурса тухрăмăр. Пăрăхсене çĕрпе хуплама та пуçланă ĕнтĕ. Шыв кĕртес тĕлĕшпе Шупашкарти "Спецстройкоммуникаци" ООО специалисчĕсем ĕçлеççĕ. Калас пулать, ĕç хăвăртлăхĕ те, пахалăхĕ те пире тивĕçтерет. Кĕркуннеччен водопровода хута яма шантараççĕ. Малтанласа ĕçмелли таса шыва башньăран, водохранилищĕне туса пĕтерсен вара унтан илсе тăрăпăр.
- Водохранилище тунипе ял халăхĕ кăмăлсăр мар-и?
- Тĕрлĕ çын тĕрлĕ калаçать пулĕ, анчах халăхăн питĕ пысăк пайĕ водохранилище кирлех тесе шутлать. Ĕçмелли таса шывпа тивĕçтернипе пĕрлех, водохранилище туни çут çанталăка та чылай пуянлатĕ.
- Минивазых Минигалиевич, эсир кăçал çул тăвассипе те пикенсех ĕçлетĕр пулмалла?
- Колхозная, Ленин, Гагарин урамĕсенче çул саратпăр, пурĕ пĕр километр тăршшĕ. Асфальт сарнă çĕрте Шăмăршăри ДРСУ ĕçченĕсем тăрăшуллăх кăтартаççĕ. Çул тунипе пĕрлех, 200 абонент номерĕллĕ çĕнĕ АТС вырнаçтаратпăр. Унччен пирĕн 100 номер кăначчĕ.
- Ялта çурт лартакансем йышлă-и?
- Çичĕ çемье çĕнĕ çурт-йĕр çавăрать е хушма çурт тăвать. Пурте тенĕ пекех кăçал ăшне кĕресшĕн. Яла тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе те ĕçлетпĕр. Парксемпе садсен çулталăкĕнче йывăçсемпе тĕмсем нумай лартнă, чечек клумбисем тунă. Çак ĕç кĕркунне малалла тăсăлĕ.