Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КОМПЬЮТЕР ĔÇЕ ÇĂМĂЛЛАТАТЬ

Кăçал çуркунне Шăмăршă ял администрацине "Ял администрацийĕн автоматизациленĕ информаци системи" программăпа ĕçлекен компьютерпа тивĕçтернĕ. Кăçалхи авăнăн 1-мĕшĕ тĕлне кунти ĕçченсем администраци территорине кĕрекен çынсемпе хуçалăхсем çинчен калакан информацие пĕтĕмпех компьютерпа вырнаçтарса пĕтерме палăртаççĕ. Шăмăршă ял администрацийĕ - халăх йышлă пурăнакан территорисенчен пĕри. Кунта 6 пине яхăн çын пурăнать, çавна май тĕрлĕ справка çырасси вăхăта нумай илет. Компьютер пулăшăвĕпе вара çавнашкал ĕç самай çăмăлланать, вăхăт та перекетленет. Эппин, компьютерпа усă курнин усси - куç кĕрет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 августа 2005
00:00
Поделиться