Илĕртет çынсене моделлĕ библиотека
Пирĕн пурнăç пĕр вырăнта тăмасть: çĕнĕлĕхсем тухсах тăраççĕ, çĕнйĕркелỹ тапхăрĕн, паллах, лайăх енĕсем те пур. Культурăпа искусство сферине аталантарма çав-çавах укçа-тенкĕ сахалтарах каять, апла пулин те Культура çурчĕсем ĕçлеççĕ-ха, ялта моделлĕ библиотекăсем те уçăлаççĕ. Карапай Шăмăршă ялĕнче те çакăн евĕрлĕ вулавăш çурчĕ уçăлсан, малтанах хăшĕ-пĕри тĕлĕнетчĕ: "Эй, мĕн тăвăн ун пек япалапа? Пурпĕр кĕнеке илсе вулатпăр". Çапла библиотека тулашĕ те веçех çĕнелчĕ, кĕнекесен ассортименчĕ те пуян. Тирпейлĕ çỹлĕксем çинче алфавит йĕркипе вырнаçтарнă илемлĕ литература, ача-пăча кĕнекисем, шкул темипе çыхăннă тата тĕрлĕ çулсенчи çынсем валли вуламалли кĕнеке нумай кунта. Моделлĕ библиотекăра компьютер, видеомагнитофон, тĕслĕ телевизор пур. Чăн та, компьютерсăр паян пĕр утăм та тума çук. Библиотека ертỹçи Л.Арбузова та савăнăçлă: "Çакăн пек библиотека кашни ялтах кирлĕ, мĕн тĕрлĕ информаци тупма пулать кунта. Çĕр йĕри-тавра çỹренĕнех туйăнать. Кнопкăсене пусатăн та _ часах кирлĕ информаци куç умне тухать". Тĕрлĕ вăйă, викторина-конкурссем те пур компьютерта, шкул ачисем урок хыççăн тỹрех вулавăша васкаççĕ. Пĕчĕк ача-пăча та хĕвĕшет, выляма пĕлейменни те экран çине тĕсесе пăхать, кнопкисем çине пусасшăн тĕмсĕлет. Людмила Ивановна Арбузова ертсе пынипе, компьютер программине ял историйĕпе вăрçă ветеранĕсем çинчен, ялтан тухнă паллă, тивĕçлĕ çынсем çинчен информаци кĕртнĕ. Курс ĕçĕ е историпе доклад, реферат çырас тесессĕн те информаци хатĕр. Компьютер, паллах, лайăх, кирлĕ хатĕр, çав вăхăтрах ачасем видеомагнитофонпа ăс-тăна анлăлатакан илемлĕ фильмсем те кураççĕ, тĕрлĕ писательсен юбилейĕсене хаваслăн ирттереççĕ. Сăмахран, çуллахи каникул умĕн "Право на жизнь" фильм курнă кунта. Наркотиксен сиенĕ пирки калакан картина ăс пама пулăшать, пурнăçра йăнăшсенчен сыхланма вĕрентет. Тата "Мир вокруг нас" фильм та шкул ачисен ăс-тăнне, тавракурăмне ỹстерме пулăшать. Пурнăç темле йывăр пулсан та, пирĕн кĕнекепе, хаçат-журналпа туслашма пăрахмалла мар. Укçа-тенкĕ çителĕксĕррине пула паян чылай çын хаçат-журнал вулаймасть, çавăнпа та ял библиотекинче 5-6 тĕрлĕ хаçат пур, "Тăван Атăл", "Ялав", "Капкăн", "Самант" журналсем килеççĕ. Л.Арбузова тата А.Алексеева вулавăшра тăрăшса ĕçленипе, вулакансен шучĕ ỹссех пырать. Моделлĕ библиотека уçăлнăранпа вара чăвашла литература килсех тăрать. Уйрăмах Юхма Мишшин историллĕ романĕсем, çамрăк авторсен произведенийĕсем, историлле кĕнекесем килĕшеççĕ вулакансене. Хăшĕ-пĕрисем вара çемйипех кĕнеке вулама юратаççĕ, "кĕнеке _ ăс-тăн çăлкуçĕ" тесе калани чăнахах та тĕрĕс иккен. Çулла ĕç-хĕл те нумай, анчах та Карапай Шăмăршă ял библиотекин алăкĕсем кашни кунах уçă. Компьютер умĕнче вара яланах черет. - Ырă сунса кĕтетпĕр сире, вулакансем! - тет Л.Арбузова библиотека ертỹçи. Библиотека ĕçченĕсене вĕсен пархатарлă ĕçĕнче ăнăçу сунас килет.