Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Августра тырă выраççĕ, августра ĕлкĕрет пан улми...

Сисмерĕмĕр, çăвăн юлашки уйăхне - августа кĕтĕмĕр. "Çурла уйăхĕ", - тенĕ ăна ĕлĕкхи чăвашсем. Çак уйăх çине хирти çĕр тĕрлĕ ĕç капланать. Тыр-пула пуçтарса кĕртмелле, кĕр тыррисем акмалла, çĕртме сухи тумалла, выльăх апачĕ хатĕрлемелле, пахча çимĕçе пухса илмелле, пан улми татмалла...

Пĕр ĕçе те çăмăл теейместĕн, çапах та чи йывăрри тата кăткăсси - вырма. "Çанталăк çеç ан чăрмантартăрччĕ", - хаш! сывлаççĕ ял çыннисем. Уяр та хĕвеллĕ кунсем тăрсан, вырма та вăраха тăсăлмĕ, тырри те кĕлете типĕ кĕрĕ. Анчах пирĕн япăх çанталăкра ĕçлеме те хатĕр пулмалла. Тар тăкса çитĕнтернĕ пуянлăха сая ярас марччĕ. Çак кунсенче ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕсемпе пĕрле районти темиçе хуçалăхра пултăмăр, вырмана мĕнле хатĕрленнипе интереслентĕмĕр. Тĕпрен илсен, хресчен хĕрỹ ĕçе пуçăнма хатĕр, топливо çителĕксĕрри кăна пăшăрхантарать. Çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсем ỹснĕçем ỹссе пыраççĕ, ял хуçалăхне мăйкăчпа пăваççĕ. Уй-хирсенче япăх мар тыр-пул çитĕннĕ. Анчах кая юлса акнă культурăсене пухса кĕртесси, вăрлăх хатĕрлесси пысăк йывăрлăх кăларса тăратма пултарĕ. Çакăн пек çăмăл мар лару-тăрура уйрăмах яваплăха çирĕп туйни, дисциплинăллă пулни кирлĕ. Хуçалăхсенче кăçал кĕр тыррисен лаптăкне ỹстересшĕн, çапла тумалли çинчен çут çанталăк та систерет. Асăрханă-и, кăçал пилеш ăнса пулнă, эппин, çитес çул ыраш çулĕ пулмалла. Шел те, кĕр тыррисем валли çĕр хатĕрлесси хальлĕхе начар пырать-ха, районĕпе те 6-7 трактор çеç ĕçлекелет. Вăхăт вара васкатать: кĕр акине вăраха тăснипех мар-и-ха пирĕн калчасем юр айне вăйсăр кĕреççĕ, хĕлле шăнса сиенленеççĕ. Кĕр акине минераллă удобренисемпе усă курса ирттерни, вăрлăха имçамласа акни те тухăçа ỹстерĕç. Хальлĕхе вара хуçалăхсенче удобренисем сахал-ха. Мĕнле те пулин май тупса туянма тăрăшасчĕ. Пахча-çимĕçсем пирки калас пулсан, районти хуçалăхсем вĕсене хисеплесех каймаççĕ. Севок сухана вуçех пăрахăçланине те ăс-тăнпа ăнланма çук. Урăх мĕн сутса укçа тăвасшăн-ши хуçалăхсен ертỹçисем? Сахăр чĕкĕнтĕрĕ районĕпе пин гектара яхăнах йышăнать. Ăçта тăрăшса ĕçленĕ - тухăçĕ те пысăк пулмалла. Анчах хăшпĕр уйсене çум курăк пусса илнĕ, чĕкĕнтĕре аяла тунă. Кунта, паллах, тухăç пирки калама йывăр. Халĕрех çумламасан, нимех те пуçтарса кĕртеймĕн. "Пире вĕрентмелле мар, мĕнле ĕçлемеллине хамăрах лайăх пĕлетпĕр!" - тейĕç хăшпĕр хуçалăхсене ертсе пыракансем. Çапли çапла та, анчах хуçалăхăр мĕншĕн каялла та каялла чакать-ха? Çынсен сăмахне те итлемелле çав, халăхпа пĕр шухăшлă пулса экономикăна тĕреклетессишĕн тăрăшмалла.



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 августа 2005
00:00
Поделиться