"Тăван район аталанăвĕшĕн пурин те чунтан тăрăшмалла"
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пушă вăхăчĕ çукпа пĕрех. Çапах та В.П.Фадеев хаçат ĕçченĕпе тĕл пулма вăхăт тупрĕ-тупрех. Ĕç кунĕ вĕçленсе пынă тапхăрта Валерий Петровичпа чылайччен калаçса лартăмăр. Пĕр ыйту паратăп ăна, тепре _ район хуçи хуравне тупсах тăрать. Район пурнăçне тата çынсене тĕплĕн пĕлни, экономика аталанăвне витĕр курса тăни, çитменлĕхсем пирки уççăн калани _ интервью параканăн шăпах çак енĕсем тыткăнларĕç те мана калаçса ларнă чух. _ Валерий Петрович, сăмахăма халăха пăшăрхантараканнинчен пуçлам-ха: нивушлĕ пĕрлешỹллĕ ял хуçалăх предприятийĕсем пĕтĕç? Чулхула тата Ульяновск облаçĕсенче, авă, колхозсене салатса янă, хирсенче çум курăк çеç ашкăрса ỹсет... _ Эпир пĕрлешỹллĕ хуçалăхсене сыхласа хăваратпăрах. Хирсене те пушă вырттармăпăр: çĕр-аннерен кулма юрамасть, хамăра тăрантаракан хура тăпра çинче çум курăк çитĕнтерни _ пысăк çылăх. Эпĕ ертỹçĕсене яланах çапла калатăп: хăвăра шанса панă хуçалăха ура çине тăратассишĕн вăй-халăра ан шеллĕр, ун чух сире халăх та хисеплĕ. Халăха улталамалла мар, сăмаха тытма пĕлмелле. Ĕçлес текен çын валли ĕç тем чухлех. Акă, пĕрер гектар е ытларах та çĕр уйăрса паратпăр. Фермер хуçалăхĕ йĕркелес килет-и _ тархасшăн! Килти хушма хуçалăха аталантарма та пулăшăпăр. Колхозпа кооператив, фермер хуçалăхĕсене тата килти хуçалăха патшалăх çăмăллатнă кредит парса пулăшать. Сăмахран, пысăк тухăç паракан вăрлăх е ăратлă выльăх туянма патшалăх дотаци парать. _ Ял хуçалăх продукцине туса илĕпĕр-ха, анчах сутма-вырнаçтарма кансĕр-çке... _ Ку енĕпе йывăрлăхсем, чăнах та, пур. Çакна шута илсе, эпир район адмнистрацийĕнче продукцие вырнаçтарас ыйтупа ĕçлекен пай йĕркелесшĕн. Çынсен шутне ỹстерсе мар, унчченхи кадрсенех хушма ĕç парса. Çапла вара, малашне хамăр çитĕнтернĕ çĕр улмине е сахăр чĕкĕнтĕрне, пахча-çимĕçе ăçта вырнаçтарасси пирки пуçа çĕмĕрмелле пулмĕ. _ Ял çыннине ĕç тупас ыйту та пăшăрхантарать... _ Тĕрĕс, ялта ĕçсĕрлĕх анлă сарăлнă. Çак ыйтăва та татса пама пулать тесе шутлатăп. Эпир çынсене район тулашĕнче ĕçлеме майсем туса парăпăр. Район администрацийĕнче, штатсене пĕрре те ỹстермесĕрех, халăха ĕç тупса парас тĕлĕшпе ĕçлекен пай туса хурăпăр. Çавăн пекех эпир район территорийĕнче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса хурас ыйтупа та ĕçлетпĕр, ку тĕлĕшпе хамăрăн пуян ентешсене явăçтаратпăр. Çаврăнăçуллă тата пултаруллă предпринимательсене аталанма пулăшатпăр. Ун пек çынсем кашни ялтах пур. _ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров çынсен социаллă пурнăçĕпе йăла условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе анлă программăсем йышăнчĕ. Çак программăсем районта мĕнлерех пурнăçланаççĕ-ха? _ Президент программисем мĕнле пурнăçланса пыни _ халăх куçĕ умĕнче. Районта çуртсен 90 процентне яхăн çут çанталăк газĕ кĕртнĕ, соцкультбыт объекчĕсене вара _ 100 проценчĕпех. Газ кĕртес ĕç малалла пырать, эпир укçа-тенкĕ тивĕçменнипе халлĕхе газ кĕртеймен çынсене пулăшмалли майсем шыратпăр. Виçĕ çул хушшинче районти кивĕ çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ çуртсене куçарма тĕллев лартрăмăр. Харпăр-хăй вăйĕпе çурт лартакансене субсиди, йывăç, çĕр лаптăкĕ уйăрса парса пулăшатпăр. Районта çитес виçĕ çул хушшинче кашни урампа пăралуках асфальт саратпăр, кивелнĕ çулсене тĕпрен юсатпăр. Паллах, чи пысăк задача паян _ кашни çемьенех ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси. Монтаж ĕçĕсем валли çăмăллатнă кредит уйăрса парăпăр. Палтиел ялĕ çывăхĕнче "куçкĕски" лаптăкĕ 453 гектар йышăнакан, 1 миллион та 600 пин кубометр шыв упракан водохранилище тума пуçларăмăр. Ку вăл _ Раççейри яллă вырăнсенчи çакнашкал чи пысăк объект. Кăçал 30 миллион тенкĕ, çитес çулталăк çурăра вара тата 400 миллион тенкĕ ĕçе кĕртмелле. Ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе малалла та çанăсене тавăрса ĕçлĕпĕр. Чи таса вырăнсем _ масарсем патне çити асфальт çул саратпăр. Кашни ялăнах илĕртỹллĕ те илемлĕ вырăнсем пулмалла, ял çыннисем усăллă канма пултарччĕр. Паян пирĕн Шăмăршă районĕ нумай кăтартупа республикăра лайăх енчен палăрса тăрать. Чăнах та, çитменлĕхсемпе татса паман ыйтусем те чылай-ха. Эпир вĕсене лайăх пĕлетпĕр, çак проблемăсене пĕтерес тĕлĕшпе куллен ĕçлетпĕр. Соцкультбыт объекчĕсене пĕр çивитти айĕнче вырнаçтарнине те эпĕ питĕ лайăх ĕç тесе шутлатăп. Акă, Пуянкассинех илер. Кунта клуб çуртĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ, моделлĕ библиотека, музей, "Колос" ОАО правленийĕ, ял администрацийĕ, обществăри йĕркелĕх пункчĕ вырнаçнă. Шутласа пăхăр-ха, мĕн чухлĕ бюджет укçи, налук тỹлекенсен укçи перекетленет ĕçе çакăн пек йĕркеленипе! Çавăнпа та эпир соцкультбыт объекчĕсене пĕр çивитти айне вырнаçтарас ыйтупа малалла та ĕçлĕпĕр. Çак учрежденисенче пур çĕрте те евроюсав ĕçĕсене пурнăçланă, хуларинчен пĕрре те кая мар. Паян эпир районти кашни шкултах çемçе çивиттие цинкланă тимĕрпе улăштарас ĕçе вĕçлерĕмĕр. Виçĕ çул хушшинче кашни шкултах, кашни класрах евроюсав ĕçĕсене тăватпăр. Вĕсенче вĕренме пур условисем те пулĕç, çутă та илемлĕ классене кĕрес килсех тăрĕ. Пирĕн ачасем хăйсен тавракурăмĕпе, пĕлỹ шайĕпе хула ачисенчен кая ан юлччĕр тесе тăрăшăпăр. _ Валерий Петрович, темиçе уйăх ĕнтĕ район çыннисем больницăна сипленме кайнă чух эмелсемпе ытти чи кирлĕ хатĕрсене хăйсен укçипе туянмаççĕ. Ытти больницăсенче вара апла мар, укçа пулмасан сывалаймăн та, теççĕ... _ Пирĕн больница пекки республикăра питех те сахал, кунта чирлисене тỹлевсĕрех бинтпа, ватăпа, пĕр хут усă курмалли шприцпа, капельница системипе, медикаментсемпе _ кашни çын пуçне 400-шер тенкĕлĕх тивĕçтереççĕ. Халăх сывлăхне сыхлас ыйтупа пĕрмай ĕçлетпĕр. 2006 çулта районти тĕп больницăна çĕнетсе улăштарма 18 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Проектпа смета документацине хатĕрлесе çитернĕ, укçа-тенкĕ кĕмелли килĕшỹсем те хатĕр. Районта пĕтĕмĕшле тухтăр офисĕсем пиллĕк _ Пăчăрлă Пашьелĕнче, Палтиелĕнче, Анат Чаткасра, Чукалта тата Шăмăршăра. Офиссем уçăлни халăхшăн питех те меллĕ, кун пирки тав сăмахĕсене куллен илтетпĕр. _ Шăмăршă ялĕ _ район сăн-сăпачĕ çеç мар, республикăн кăнтăр енчи "хапхи" те. Пирĕн район центрĕ çине хăнасем пăхса Чăваш Ене хак параççĕ. Шăмăршă ялне малалла çĕнетсе илемлетес тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем пурнăçласшăн? _ Район центрне тирпей-илем кĕртес ыйтупа яланах ĕçлĕпĕр. Кăçал тасатакан сооружени _ канализаци хута каймалла. Çỹп-çап тăкмалли вырăн патне шанчăклă çул хыврăмăр. Шăмăршăри Культура Керменĕ патĕнче илемлĕ парк пулать. Район центрĕнче хальхи ыйтусене тивĕçтерекен обществăлла мунча ĕçлет, унăн территорийĕнче те хитре. Кăçал Шăмăршăри Çĕнтерỹ паркĕ те палламалла мар çĕнелсе улшăнчĕ. Кашни ялтах обелисксене юсаса çĕнетнĕ. Шăмăршăра çывăхри районсенчи чи чаплă та илемлĕ чиркỹ çĕкленĕ. Çаксем, паллах, пурте укçа-тенкĕпе çыхăннă. Бюджет укçипе кăна пурне те тăваймăн. Эпĕ ыр кăмăллăх кăтартакан çынсене _ предпринимательсене, фермерсене, ертỹçĕсене, интеллигенцие тата ыттисене чун-чĕререн тав тăватăп. Çынсем илеме юратма, тăван ял аталанăвĕшĕн тăрăшма пуçлани савăнтарать. Паян Шăмăршăн ырă ячĕ таçта çити сарăлнă, пиртен ĕçлеме вĕренмешкĕн тĕрлĕ çĕртен килеççĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин урăх ниçта та мар _ пирĕн Шăмăршă районĕнче пулнишĕн пирĕн тивĕçлипе мухтанмалла. Тата тепĕр тĕслĕх. Кахăрлă Шăхалĕнчи Г.Макаров фермер хăйĕн укçипе тăван ялĕнче çул сарчĕ, Шăмăршăри Л.Корчаков предприниматель Шоссейная урама тирпей-илем кĕртрĕ, Асанкассинче пурăнакансем кар тăрса ял сăн-сăпатне хитрелетрĕç, район цент-рĕнчи С.Галкин предприниматель ача-пăча площадки турĕ тата ытти те. Район Пухăвĕн депутачĕ, "Яблоневка" ООО ертỹçи А.Максимов пуçарулăхĕпе Раççейри яллă районсенчи чи чаплă ипподрома тытса тăратпăр, Александр Васильевич лайăх ăратлă 12 рысак усрать. Çак рысаксем Шăмăршă чапне хамăр республикăра çеç мар, Мускав таран çĕклерĕç. Эпир халăхăн авалтан пыракан ырă йăлине _ урхамахсен ăмăртăвне çĕнĕрен чĕртсе тăратрăмăр. Шăмăршă урхамахĕсен чапĕ çинчен пирĕн ентеш, Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ хăйĕн "Хура çăкăр" романĕнче питех те лайăх çырса кăтартнă. Илпек тетĕмĕр паян сывă пулсан, тăван район çитĕнĕвĕсем çинчен тепĕр чаплă кĕнеке çырнă пулĕччĕ. Шăмăршă тăрăхĕ яланах ырă тĕслĕх кăтарттăр тесен, район аталанăвĕшĕн кашни çыннăн чунтан тăрăшса ĕçлемелле. Умра хĕрỹ тапхăр _ вырма ĕçĕсем. Уй-хирте çитĕнтернĕ пуянлăха тирпейлĕ те вăхăтра пуçтарса кĕртесчĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли кирлĕ чухлĕ апат хатĕрлемелле. Кĕр аки те инçе мар _ çак ĕçе вăхăтра тата лайăх пахалăхпа пурнăçламалла. Хуçалăхсене ертсе пыракансен ĕçлекенсемшĕн тата пирĕн хисеплĕ ватăсемшĕн тăрăшассине чăн мала хумалла, килти хушма хуçалăха аталантарма майсем туса памалла