САВĂНТАРАÇÇĔ, ЧУНА ĂШĂТАÇÇĔ
1972 çулхи чỹк уйăхĕнче Хайпăла ялĕнче çуралнă. Палтиел вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Хусанти культура академине вĕренме кĕнĕ. 1992 çулта вăл Шăмăршăри Культура çуртĕнче ĕçлеме пуçланă. Малтан _ методистра, каярах - илемлĕх ертỹçинче тăрăшнă. Халĕ Владимир Валерьевич _ Культура керменĕн директорĕ, пысăк коллектива ертсе пыма пуçланăранпа виçĕ çул ытла иртрĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра Культура керменĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем гастроль ĕçĕсене малалла тăсаççĕ. Кỹршĕ районти, Тутар республикинчи Çĕпрел тăрăхĕнчи тата хамăр районти ялсенчи çынсене çĕнĕ концерт программипе савăнтараççĕ. Нумаях пулмасть районти сывлăх хуралăн ĕçченсем валли вĕсем пысăк уяв концерчĕ хатĕрленĕ. Çавăн пекех çак коллектива Патăрьелĕнчи медицина ĕçченĕсем те чĕнсе илнĕ. "Елочка" санатори ĕçченĕсене те пысăк уяв концерчĕсĕр хăварман. Хальхи тĕллевсем вара _ кỹршĕллĕ Çĕпрел районне çитсе курасси. Хурăнвар, Хула-çырми чăваш ялĕсене концерт программипе савăнтарасшăн. Çавăн пекех Шăмăршăри халăх театрĕ те çĕнĕ премьера хатĕрлет, çĕнĕ спектакле халăх патне çитерме тăрăшмалла. В.В. Павловпа тĕл пулсан, эпĕ ăна темиçе ыйту патăм. _ Владимир Валерьевич, Культура керменĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа параймăр-ши? _ Шăмăршăри культура ĕçченĕсем яланах тĕрлĕ регионсенче пулса иртекен конкурссене питĕ хастар хутшăнаççĕ. Ỹсĕмсем куç умĕнчех, мĕншĕн тесен çаксене çирĕплетсе паракан Грамотăсемпе Дипломсем пур. Акă, нумаях пулмасть Çĕнтерỹ 60 çул çитнине халалланă концертра 3 сехетлĕх программа кăтартрăмăр. Çак концертра эпир "Чи лайăх программа тата театрализациленĕ представлени" номинацире иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Представлени режиссерĕ _ Валентина Львова, программа директорĕ _ Владимир Павлов, художникĕ _ Николай Угарин, ташăсене пухса хатĕрлекенĕ - Антонина Нефедова. Ку программăна хатĕрлеме икĕ халăх хорĕ _ арçынсен тата хĕрарăмсен хорĕсем, вĕсен ертỹçисем Елена Еремеевапа Виктор Харитонов питĕ пысăк пулăшу пачĕç. Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Клавдия Хазиевапа Елена Муравьева солистсем хăйсен юррисемпе çак программăна илемлетрĕç. Александр Верьялов, Елена Воронцова, Татьяна Яковлева юрлани халăх кăмăлне кайрĕ. Çавăн пекех вĕсем республикăран килнĕ жюрие те хăйсен сассисемпе тыткăнласа малти вырăна йышăнма пулăшрĕç. Пире "Фотоискусство" номинацире те 2 степеньлĕ Диплом парса чыс турĕç. Район администрацийĕ те Культура керменне Шăмăршă Акатуйĕнче Хисеп грамоти парса чысларĕ. Культура керменĕ республикăри "Илеме хамăр алăпа тăватпăр" конкурса хутшăнчĕ. Унта эпир пĕтĕм республикăри Культура çурчĕсем, библиотекăсем, музейсем хушшинче 1 вырăн çĕнсе илтĕмĕр, пире 50 пин тенкĕ преми парса хисеп турĕç. 2003 тата 2004 çулсенче пирĕн Культура çурчĕ "Республикăри чи лайăххи" ята тивĕçнĕччĕ. _ Çамрăксен канăвĕ усăллă тата интереслĕ ирттĕр тесе эсир мĕн тăватăр? _ Июль уйăхĕнчен пуçласа эрнере виçĕ хутчен çамрăксем валли ятарласа ташă каçĕ ирттеретпĕр. Вăл 21 сехетре пуçланать те 24 сехетччен çамрăксене савăнăç кỹрет. Çавăн пекех наркотика хирĕçле программăпа та эпир дискотека ирттертĕмĕр. "Çамрăк сасăсем" эстрада юррисен фестивальне те пирĕн культура ĕçченĕсем пуçарса ячĕç. Çак мероприятие Çĕпрел районĕнчен, Патăрьелĕнчен, Комсомольскинчен хутшăнаççĕ. Культура керменĕн çурчĕ умĕнчи сцена çинче чи лайăх çамрăк эстрада "çăлтăрĕсем" пысăк концерт пачĕç. Паллах, çĕнтерỹçĕсем те пулчĕç. Шăмăршă хĕрĕ Татьяна Давыдова гран-при çĕнсе илчĕ. Унăн преподавателĕ _ Татьяна Яковлева. Хальхи вăхăтра пирĕн Культура керменĕ пушă тăмасть. Кунта мероприятисем нумай иртеççĕ. Çак кунсенче кăна-ха Алексей Шадриковпа Алексей Московский эстрада концерчĕпе килсе кайрĕç. Чăваш çамрăкĕсен театрĕ Николай Угаринăн "Ма тĕл пултăм-ши сана?" пьесине ăста лартса пачĕ. Николай Сидоров çырнă "Çитăр качаки" спектакльпе вара Чăваш академи драма театрĕ июлĕн 21-мĕшĕнче килнĕччĕ. Оперăпа балет солисчĕсене те кĕтетпĕр. Сире килсе курма чĕнетпĕр. Халăхпа ĕçлеме чăтăмлăх кирлĕ. Культура керменĕн çур-тĕнчи пилĕк ĕçчен аслă пĕлỹ илнĕ, тăваттăшĕ хальхи вăхăтра вĕренеççĕ, пиллĕкĕшĕ ятарлă вăтам пĕлỹллĕ. Кунта "Халăх коллективĕ" ята тивĕç пулнă пилĕк коллектив ĕçлет: арçынсен халăх хорĕ, хĕрарăмсен халăх хорĕ, халăх театрĕ, вокалпа инструментсен халăх ансамблĕ тата халăх ташă ушкăнĕ. Çак коллективсене республикăра та пĕлеççĕ. Вĕсем яланах район чысне хỹтĕлеççĕ, фестивальсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Культура кĕрменĕнче пурĕ 18 коллектив. Вырăс фольклор ушкăнĕ те пур, унăн руководителĕ _ Валентина Кудряшова. _ Мероприятисене аппаратурăсăр хатĕрлеймĕн. Сирĕн çак енĕпе мĕнле? _ Хальхи вăхăтра пирĕн аппаратура çителĕклĕ, ăна эпир конкурссенче çĕнтерсе илнĕ укçапа туянтăмăр. _ Культура керменне çамрăксем ĕçлеме пыраççĕ-и? _ Пирĕншĕн Шупашкарта культура институчĕ, училище пурри питĕ лайăх. Камăн культура енĕпе туртăм пур, çавă унта хăйĕн пĕлĕвне ỹстерме пултарать. Çамрăксемпе ĕçлеме çеç юратмалла, пултаруллăх пулмалла. Вĕренме каякансем нумай. Хор уйрăмне каякансем те пур, библиотека факультетне кĕрекенсем те çителĕклĕ. Çак çамрăксем вĕренсе тухнă хыççăн пирĕн патăмăра килессе шанса тăратпăр. Эпир вĕсене кĕтсех тăратпăр. Хисеплĕ вулакансем, Культура керменĕн администрацийĕ сире кунта пулса иртекен интереслĕ мероприятисене килсе курма чĕнет, эпир сире яланах хаваспа кĕтсе тăратпăр. Енчен те эсир пире курма хапăл туса çỹретĕр пулсан, эппин, пирĕн ĕçе эсир лайăх хак паратăр. Ку пирĕншĕн питех те кăмăллă, - терĕ юлашкинчен Культура керменĕн директорĕ Владимир Валерьевич Павлов