Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сĕт сутни _ кашни çемьешĕн пысăк тупăш

Ĕне усрани хресченшĕн ĕмĕрех тупăшлă шутланнă. Паян та çаплах. Акă, пирĕн ял администрацийĕн территорийĕнчи Анат Чаткаспа Тури Чаткас ялĕсенче пурăнакансем куллен хăйсен хуçалăхĕсенчен пĕрер тонна ытла сĕт сутаççĕ, çапла вара алла "чĕрĕ" укçа илеççĕ. Халăхран сĕт пуçтарнă çĕрте Анат Чаткасра Нина Тихоновапа Александр Семенов, Тури Чаткасра Николай Красновпа Галина Фадеева тăрăшса ĕçлеççĕ. Хăйсен хуçалăхĕсенчен кашни кунах 20-25 литр сĕт сутакансем те пур. Паллах, вĕсем икшер ĕне усраççĕ. Анат Чаткасри Антонина Зыкована, Надежда Тихонована, Тамара Кузьминана, Тури Чаткасри Наталья Ухтиярована тата ыттисене ырлас килет. Сĕт сутни çемье бюджетне уйăхсерен 1700-2000 тенкĕ тупăш кỹрет. Урăх ăçта ĕçлесе çакăн чухлĕ укçа тăвĕ-ха ял çынни? Çавăнпа та килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усрама тăрăшакансене мухтамалла кăна.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 июля 2005
00:00
Поделиться