Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Моделлĕ библиотекăсем ăмăртаççĕ

Республикăра чи лайăх моделлĕ библиотекăна палăртас тĕллевпе "Библиотека инновацийĕсен лидерĕ" конкурс ирттереççĕ, унта пирĕн районти моделлĕ библиотекăсем те хастар хутшăнаççĕ. Конкурс кăçалхи майăн 1-мĕшĕнчен октябрĕн 1-мĕшĕччен пырать. Вăл районсенчи моделлĕ тĕп библиотекăсем тата ялсенчи моделлĕ библиотекăсем хушшинче иртет. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ _ халăха информаципе тивĕçтерессин пахалăхне лайăхлатасси. Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ чух çĕнĕ информаци технологийĕсене алла илнине, Интернетпа усă курса информаци шыранине, халăха электронлă почта çăмăллăхĕсем панине тата ыттине те шута илеççĕ. Çĕнтерỹçĕсене Дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чыслаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 июля 2005
00:00
Поделиться