Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХАВАСЛИСЕМПЕ ТАВÇĂРУЛЛИСЕМ ĂМĂРТРĔÇ

Çуллахи каçсенче Кивĕ Шăмăршă çамрăкĕсем ялти клуба пуçтарăнаççĕ. Кунта тĕрлĕрен интереслĕ мероприятисем пулса иртеççĕ. Вырсарни кун, акă, шкулта аслă классенче вĕренекенсемпе яла каникула килнĕ студентсем КВН ирттерчĕç. "Çуллахи тамăк тата çăтмах", "Ах, юрату, юрату...", "Кулса вилмелле!" конкурсенче ăмăртса, çамрăксем хăйсем питĕ пултаруллă пулнине кăтартса пачĕç. Шкулта вĕренекенсен "Хура кушак" командинчи Настя Ендиерова, Таня Ларшникова, Настя Антонова, Денис Ларионов, Алеша Ястребов, Клава Ларионова, студентсен "Ас" (Асьял студенчĕсем) командинчи Наташа Кудряшова, Оксана Ястребова, Ирина Платонова, Надя Ларшникова, Лена Куприянова, Настя Силина, Света Никитина чăн-чăн артистсенчен пĕрре те кая мар. Çивĕч тупăшура студентсен "Ас" команди çĕнтерчĕ. Конкурса йĕркелесе _ ертсе пынă клуб заведующийĕ Г.Н.Ларшников çамрăксене Ульяновск хулине экскурсие илсе каясси çинчен пĕлтерчĕ. Герман Николаевич çавăн пекех КВН ирттерме укçа-тенкĕ парса пулăшнă В.Козлов ентеше чĕререн тав турĕ



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 июля 2005
00:00
Поделиться