Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ФУТБОЛ: РАЙОН ЧЕМПИОНАЧĔ

Футболла выляссипе район чемпионачĕ малалла хĕрсех пырать. 8 турти вăйăсем çапларах вĕçленнĕ: РТБ (районти тĕп больница) _ "Колос" (Васан) 3:5, "Темп" (Карапай Шăмăршă) _ "Заря" (Пуянкасси Ç Виçпỹрт Шăмăршă ял администрацийĕсем) 3:0, "Центр" (Шăмăршă) _ ШĔП (Шалти ĕçсен пайĕ) 4:4. Турнир таблицинче 18 очкопа "Эвита" пĕрремĕш вырăнта. Ун хыçĕнчен "Темп" _ 14, "Центр" _13, ШĔП _ 11, "Колос" 9 очкосемпе пыраççĕ. РТБ командин хальлĕхе пĕр очко та çук. Шел те, "Заря" малалла выляма кăмăл туман. Икĕ ял администрацийĕнчен пĕрлештерсе тунă командăн мĕншĕн турнир вĕçленичченех кĕрешỹрен тухмалла пулнă? Нивушлĕ Виçпỹрт Шăмăршăпа Пуянкасси ял администраци пуçлăхĕсем, иккĕн тан, пĕр команда тытса пыраймарĕç. Иртнĕ çулсенче ăнăçлă вылянă командăсем (ун чухне виçпỹртсен те, пуянкассисен те хăйсен командисемччĕ), футбол çине алă сулчĕç-ши вара? Тен, чăнах та çапла пулĕ. Пуянкасси ял администрацийĕ çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Валерий Кузнецов воин-интернационалистăн астăвăм кубокне çĕнсе илессишĕн пулнă турнира та команда тăратаймарĕ. Ял çамрăкĕсем ытти командăсемшĕн вылярĕç. Малашне Пуянкассинчи стадионта (вăл вара районта лайăххисен шутĕнче) халăх вăййи футбол пăчланса ларĕ-ши? Çак ыйтусем çине вара кам татăклă хурав парĕ-ши? Республика чемпионатĕнче пĕрремĕш дивизионра вылякан "Тайфун" та ăнăçлă выляма пуçланă. Вунă тур хыççăн турнирта виççĕмĕш картлашка çинче тăрать. Мĕнех ентешсене тата та лайăхрах выляма сунар, пире çĕнтерỹпе савăнтарччĕр



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 июля 2005
00:00
Поделиться