Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ял çĕнелни савăнтарать

Тирпей-илем тата общество инфраструктурин аталанăвĕ енĕпе Патирек ялĕ пĕлтĕр республикăри конкурсра çĕнтерỹçĕ пулнăччĕ. Ырă йăлана малалла тăсса, вырăнти администраци кăçал та çак конкурса хастар хутшăнма тăрăшать. Çакна ял çыннисем те ырлаççĕ, урамсенче, кил умĕнче тирпей тăвассишĕн хăйне евĕр ăмăрту пырать. Калас пулать, район администрацийĕ пулăшмасăр хамăр тĕллĕн кăна пысăк ĕç тума йывăр. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев кашни ял аталанса пытăр, халăх пурнăçĕ лайăхлантăр тесе нумай вăй хурать. Акă, кăçал кăна В.П.Фадеевпа "Агросервис" ООО ертỹçи А.В.Максимов пирĕн ялăн чăваш пайĕнчи масар патне çити çул тума пулăшрĕç. Халлĕхе кунта чул сарса хытарнă, çитес çул вара асфальт пуласса шанатпăр. Çавăн пекех тутар пайĕнчи масар патне каякан çула та хăпартнă, паян-ыран кунта чул сарма пуçлаççĕ. Чăваш пайĕнчи масар йĕри-тавра пралук сеткăран çĕнĕ карта тытни те кăçал пурнăçланă ĕç. Тĕпрен илсен, пирĕн ялта газификаци ĕçĕ вĕçленнĕ, электролини те, телефон та йĕркеллĕ ĕçлеççĕ. Çапах та халăха пăшăрхантаракан ыйту çав-çавах пур-ха _ пирĕн ялта ĕçмелли паха шыв ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Çавăнпа та Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров кашни килех лайăх пахалăхлă ĕçмелли шыв илсе пырасси пирки йышăннă Указа ял халăхĕ чунтан ырласа йышăнчĕ. Çак Указпа килĕшỹллĕн пирĕн яла шыв илсе çитерме кăçалах 950 пин тенкĕ уйăраççĕ. Ял çыннисем çĕнĕ çурт-йĕр çавăрни, çамрăк çемьесем чăмăртанни, ача çурални кăмăла çĕклет. Нумаях пулмасть Игорьпа Людмила Федотовсем кирпĕчрен илемлĕ çурт çĕклерĕç, часах ăшне те кĕрĕç. Çурт-хуралтă çавăракансем, çĕнĕ мунча е хапха тăвакансем татах та пур. Ялта чуна савăнтаракан тепĕр ырă хыпар та пур _ кăçал 7 ача çуралнă. Кун пекки юлашки 5-6 çул хушшинче пулманччĕ-ха. Мансурпа Гелия Хамдеевсен вара йĕкĕреш хĕр пĕрчисем _ Лианăпа Эльвина çут тĕнчене килнĕ. Чăнах та, ял пурнăçĕ нумай енлĕ, тепĕр чух вăл е ку ыйту манăçа юлма та пултарать. Сăмахран, эпир каçхи хуралпа дружинниксен ĕçне ниепле те кирлĕ пек йĕркелесе яраймарăмăр-ха. Вырăнти администраци обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетессишĕн пурне те туманнине те йышăнмалла, ялта хулиганла ĕç тăвакансем, хуçалăх е уйрăм çын пурлăхне вăрлакансем тупăнсах тăраççĕ. Уйрăмах çамрăксемпе ĕçлессине вăйлатмалла, ĕçкĕпе иртĕхнине хирĕç вирлĕнрех кĕрешмелле



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 июля 2005
00:00
Поделиться