ВДПО район совечĕн конференцийĕ
Июлĕн 19-мĕшĕнче Шăмăршăра ВДПО район совечĕн 18-мĕш отчетпа суйлав конференцийĕ пулса иртрĕ, унта хутшăннисем çак советăн председателĕ И.Крылова туса панă доклада тата ревкомисси председателĕн Л.Кузьминăн отчетлă докладне итлесе сỹтсе яврĕç. Конференцире ВДПО район совечĕн ĕçне-хĕлне тĕплĕн тишкерчĕç, çитменлĕхсене те палăртрĕç. Конференци ВДПО район совечĕн председателĕ пулма И.Крылована, ВДПО республикăри конференцийĕн ĕçне хутшăнма икĕ делегат суйларĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"