Сĕт сутни _ хушма тупăш
Пĕрлешỹллĕ хуçалăх арканнă тапхăрта ял çыннин ăçта ĕçлесе укçа тумалла-ха? Кунта тĕп çул-йĕр йышлă выльăх-чĕрлĕх усрасси пулса тăрать. Ял çынни хăйĕнчен ытлашши аш-какайпа сĕте сутса укçа тăвать. Акă, пирĕн Кивĕ Чукал ял администрацийĕн территорийĕнче пурăнакансем килти хуçалăхсенче 268 пуç сăвакан ĕне усраççĕ. Çак выльăх унчченхи пĕр колхозăнни чухлех. Хăйсенчен ытлашши сĕте сутакансем те сахал мар. Н. Малеевапа Е. Емелькина сĕт пуçтаракансем хăйсен лашисемпе ĕне усракан кашни çемье патнех çитеççĕ, сĕт сутнăшăн укçа парса вăхăтра татăлаççĕ. Пуçтарнă сĕте автомашинăпа Шăмăршăри завода ăсатаççĕ. Чăнах та, сĕт хакĕ пысăках мар, çакă ял çыннисен кăмăлне кăштах пăсать те. Кăçал улăх-çаранра курăксем хỹхĕм çитĕнчĕç, лайăх çанталăкра ял çынни ытларах утă хатĕрлессишĕн тăрăшать. "Нумай утă _ выльăх тутă", _ теççĕ халăхра. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усрани çемье бюджетне тĕреклетме те пулăшĕ.