Малтисем паллă
Вырăнти администрацисем, предприятисемпе учрежденисем тата организацисем хушшинче çамрăксене физкультурăпа спорта явăçтарас, культурăллă канма майсем туса парас тĕлĕшпе районта иртекен смотр-конкурсăн 8 енĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш вырăна Анат Чаткас, иккĕмĕшне _ Кивĕ Чукал, виççĕмĕш вырăна Палтиел ял администрацийĕсем йышăннине палăртнă
"Шăмăршă хыпарĕ"