Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КАШНИ ÇУРТ _ КЕРМЕН ПЕК

Хăй вăхăтĕнче эпĕ ял Совет председателĕнче те ĕçленĕ, колхоз ертỹçи те пулнă. Кĕскен каласан, хресчен пурнăçне, халăх нуши-хуйхине аван пĕлетĕп. Пирĕн аякри яла асфальт çул çитни, çуртсене çут çанталăк газĕ кĕртни халăх шухăш-ĕмĕтне нумай çĕнетсе улăштарчĕç. Халĕ эпир Чукал тăрăхне унчченхи пек "упа шăтăкĕ" тесе каламастпăр, пирĕн халăх республикăри тата районти хуть те хăш ялтинчен те япăх мар пурăнать. Çакна çĕнĕ çуртсем çĕкленни те, хуралтăсене пысăклатса илемлетни те, ял çыннисем çăмăл автомашинăсем туянни те аван çирĕплетет. Ас тăватăп-ха, çирĕм çул каялла эпĕ район хаçатĕнче ĕçлекен Иван Саландаев журналиста интервью панăччĕ, ялта 40 ытла телевизор, 3 холодильник пурри çинчен пĕлтернĕччĕ. Паян вара телевизорпа холодильниксĕр çуртсем çукпа пĕрех. Нумайăшĕ видеоаппаратура, компьютер туянаççĕ, çăмăл автомашина валли укçа-тенкĕ пуçтараççĕ. Малтанах каларăм, çĕнĕ çуртсем яла илемлетеççĕ. Кăçал кăна, акă, Вырăс Чукалĕнче С.Харитонов, Çĕнĕ Чукалта А.Сарандаев йывăçран кермен пек илемлĕ çуртсем туса лартрĕç. Çĕнĕ Чукалта пурăнакан В.Симурзин хуралтисене çĕнетрĕ. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă май, халĕ хуралтăсене те пысăк та çирĕп тăваççĕ. Ял çыннинче чăн-чăн хресчен юнĕ вăранчĕ теме пулать. Тĕреклĕ пурăнас тесен, куллен ĕçлемелле, пус çумне пус хушса пымалла. Ял халăхĕ ютри стройкăсенче те тăрăшать, выльăх-чĕрлĕх усраса та, вăрманта ĕçлесе те укçа-тенкĕ пуçтарать. Хăйсенчен ытлашши сĕте, аш-какая, çĕр улмине сутса та укçа тăваççĕ. Çирĕплетсе панă çĕр лаптăкĕсемпе тухăçлă усă курни кирлĕ чухлĕ утă хатĕрлеме май парать. Паллах, выльăх апатне вăрман уçланкисенче те хатĕрлетпĕр. Районти ытти ялсенчен каярах юлса пуçăннипе, пирĕн патăрта çурта çут çанталăк газĕ кĕртменнисем те чылай-ха. Вĕсем газ вутăпа хутнипе танлаштарсан нумай лайăхрах пулнине хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç. Патшалăхран кивçен илсе тата хăйсем перекетленĕ укçапа газ кĕртес текенсем тупăнсах тăраççĕ. Хулара пурăнакан ачисем ялта пурăнакан ватă ашшĕпе амăшне газ кĕртсе парса савăнтараççĕ. Нумай та вăхăт иртмĕ, çуртсене шыв кĕртме пуçлăпăр. Мана чи пăшăрхантараканни - ял ватăлса пыни, çамрăксем хула енне туртăнни. Çамрăксем валли ĕç тупса памасăр çав юхăма чакарма йывăр пулĕ. Çавăнпа та эпĕ каччăсемпе хĕрсене ялта çирĕплетсе хăварасси патшалăх пĕлтерĕшлĕ çивĕч задача тесе шутлатăп. Ял администрацийĕн ĕçĕнче татса паман ыйтусем те чылай-ха. Чи малтан, тирпей-илемшĕн, обществăри йĕркелĕхшĕн ытларах тăрăшмалла, халăхпа тытакан çыхăнăва вăйлатмалла. Ĕçкĕпе иртĕхнине хирĕç те кирлĕ пек кĕрешместпĕр. Çак ыйтусемпе пирĕн малашне çине тăрса ĕçлемелле, çамрăксем хушшинчи воспитани ĕçне вăйлатмалла



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 июля 2005
00:00
Поделиться