Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ферма ĕçченĕсем ăмăртаççĕ

Çу кунĕсем _ выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах илмелли тапхăр. Акă, "Карлинская" Агрофирма" ЗАОри Ольга Муллина иртнĕ уйăхра хăй самăртакан ĕне выльăхсене талăкра вăтамран 742-шер, "Восход" СХПКри Александр Козлов 738-шар, "Восход" СХПКри Зинаида Исаева хăйĕн ушкăнĕнчи пăрусене 748-шар, çак хуçалăхри Ольга Воробьева 739-шар, "Искра" СХПКри Галина Цыганова 804-шар грамм чĕрĕ ỹт хуштарнă. Сысна пăхакансен ĕçне те ырламалла. "Карлинская" Агрофирма" ЗАО свинарки Нина Ильина хăй самăртакан сыснасене талăкра 305-шер, "Восход" кооперативри Владимир Матвеев 300-шер грамм ỹт хуштарса пынă. "Карлинская" Агрофирма" ЗАОри Тамара Гладкова кăçалхи ултă уйăхра хăй пăхакан 15 сысна аминчен пурĕ 157 çура илнĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 июля 2005
00:00
Поделиться