Юрататăп тăван Шăмăрша
1. Шупашкар енчен пырса кĕрсессĕн, Хыр вăрманĕ юлсан хыçала _ Хула евĕр курăнать илемлĕн, Тирпейпе çĕклет вăл кăмăла. Юрататăп, юрататăп, Чĕререн эп Шăмăрша! Ун çинчен юрă юрлатăп, Илеме чунтан савса. 2. Çурчĕсем мăнаçлă та эрешлĕ, Урамрах ỹсеççĕ чечексем. Çу хута епле çỹле çĕкленнĕ Эпир лартнă çамрăк çăкасем. Юрататăп, юрататăп, Чĕререн эп Шăмăрша! Ун çинчен юрă юрлатăп, Илеме чунтан савса. 3. Ахальтен-им аякран килеççĕ, Ырă тĕслĕх илĕртет ялан. Ĕçлемешкĕн пиртен вĕренеççĕ, Тăван ялăм, çакăнпа мухтан! Юрататăп, юрататăп, Чĕререн эп Шăмăрша! Ун çинчен юрă юрлатăп, Илеме чунтан савса. 4. Ипподром курма кайса килер-и, Çил çунат пек пирĕн рысаксем. Хăть ăçта кайсан та çĕнтереççĕ _ Чăннипех маттур шăмăршăсем. Юрататăп, юрататăп, Чĕререн эп Шăмăрша! Ун çинчен юрă юрлатăп, Илеме чунтан савса.