Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ял халăхĕ утăра

"Карлинская" Агрофирма" ОАОра çак кунсенче утă пуçтарса кĕртес ĕç анлă сарăлнă. Типнĕ курăка Алик Муллин механизатор рулонлă пресс-подборщикпа çыхăласа тăрать, Александр Муллин КУН-10 агрегатпа тиет. Виктор Савгабинпа Александр Архипов утта тараса витĕр кăларса склада турттараççĕ. Хуçалăхра сенаж та хатĕрлеççĕ.

                                                                Х Х Х

Ир тытăнса тĕттĕмленичченех хĕрỹ ĕç пырать "Искра" ял хуçалăх кооперативĕн уй-хирĕсенче. Утта И.Хамдеев механизатор рулонсене çыхăлать, Н.Кузьмин КУН_10 агрегатпа тиесе тăрать. А.Матвеевпа Ю.Балянин кустăрмаллă тракторсемпе утта склада турттараççĕ. Утă хатĕрленипе пĕрлех, хуçалăхра сенаж та хываççĕ. Е-280 агрегатпа Ф.Хуснутдинов механизатор курăка вĕтетсе тăрать, ешĕл массăна Р.Ялалтдиновпа И.Тарамасов водительсем турттараççĕ. А.Мурзабаевпа М. Балянин гусеницăллă тракторсемпе траншейăри ешĕл массăна лайăх пусăрăнтараççĕ. Хуçалăхра халлĕхе 600 тонна ытла сенаж хатĕрленĕ. Çак ĕç малалла пырать.

                                                                    Х Х Х

"Восход" ял хуçалăх кооперативĕнче 200 гектар нумай çул ỹсекен курăксене утăлăх çулнă, 300 тонна ытла утă хатĕрленĕ. Утăра Ю.Юнкеров, В.Бакланов, Н.Краснов механизаторсем хастар. Халăха та утă валеçеççĕ, хуçалăхра ĕçлекенсем пĕрер тонна выльăх апачĕ илеççĕ. Хуçалăхра кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлес ĕç те пырать. В.Бурановпа А.Козлов механизаторсем халлĕхе 50 гектар ытла çĕр хатĕрленĕ. Комбайнсем вырмана тухма хатĕр, кадрсем çителĕклĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 июля 2005
00:00
Поделиться