Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пирĕн ентеш _ Вырăс драма театрĕн директорĕ

Карапай Шăмăршăра çуралса ỹссе паллă артист пулса тăнă, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ Валерий Лукьянова пĕлмен - палламан çын та çук пулĕ. Çирĕм çул ытла вăл Чăваш çамрăкĕсен театрĕнче вăй хучĕ, вуншар та вуншар спектакльте тĕп рольсенче выляса халăха савăнтарчĕ. Çак кунсенче эпир тепĕр хыпар пĕлтĕмĕр: организаторла ăсталăхĕ пысăк пулнине шута илсе, Чăваш Республикин культура, национальноçсен, информатика политикин тата архив ĕçĕсен министерстви Валерий Николаевича Хисеп Палли орденлĕ Вырăс драма театрĕн директорĕ пулма çирĕплетнĕ. Пысăк ĕçре вăхăт сахал пулин те, Лукьянов артист спектакльсенче выляма пăрахман, хăйĕн ăсталăхне ỹстерсех пырать. Саламлатпăр Сире, Валерий Николаевич!



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 июля 2005
00:00
Поделиться