Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Депутат парни

Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов кăçалхи май уйăхĕнче пирĕн района килсен Карапай Шăмăршă çамрăкĕсене спорта аталантарас тĕлĕшпе пулăшма шантарнăччĕ. Депутат хăйĕн сăмахне çилпе вĕçтермест иккен. Çак кунсенче кăна-ха Павел Владимирович ялти "Темп" команда валли 10 футбол форми туянса панă. Калас пулать, "Темп" команда район чемпионатĕнче ăнăçлă выляса пырать. Çĕнĕ формăпа ялти футболистсем Шăмăршăри "Центр" командăна пысăк шутпа парăнтарнă



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 июля 2005
00:00
Поделиться