ĔÇĔПЕ ХИСЕПЛĔ
Эдуард Никифоров ĕç династине тăсакан виççĕмĕш ăрури çын. Вăл "Карла" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вăй хурать. МТЗ-82 трактор хуçи вăл. Паллах, малтанласа киввипех ĕçлеме тивнĕ. Çĕнĕ трактора вăл хăйне шанса панă техникăна тирпейлĕ тытнипе, хушнă ĕçсене вăхăтра пурнăçланипе тивĕçнĕ. Районта иртекен Акатуйра çулсерен çур аки паттăрĕсене чыслаççĕ. Кăçал унта Эдуард Никифоров ятне те асăнчĕç, 500 тенкĕ укçан преми парса саламларĕç. _ Эдик маттур, ỹркенекен ача мар. Ĕçе тирпейлĕ те тĕплĕ тăвать, _ çапла каласа мухтать çамрăка Николай Васильевич Макаров фермер. Вăл ĕмĕрне çĕр ĕçĕпе ĕçлесе ирттернĕ тесен те йăнăш пулмĕ: хăй вăхăтĕнче тракторист та пулнă, уй-хир бригадирĕ пулса нумай вăхăт хушши тăрăшнă, колхоз ертỹçинче вăй хунă. Çакă унăн сăмахĕсене тата та чыслăрах тăвать. Апла пулсан, Эдуардăн ĕçне пысăк хак параççĕ. Ахальтен каламан пуль ваттисем: "Ĕçне кура _ хисепĕ". Çамрăк тракторист пĕрре те ĕçсĕр лармасть. 30 гектар çинчи çĕр улмине тăваттăмĕш хутне кăпкалатса çĕрне хăпартнă хыççăн Эдуард Никифоров хăйĕн тракторĕпе "Сельхозхимия" пĕрлешĕвĕн кăшман уйĕнче тăрăшать