Çамрăк çын сывлăхне тĕреклеттĕр, усăллă кантăр
Кăçалхи февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ вырăнти администрацисем, предприятисемпе учрежденисем тата организацисем хушшинче çамрăксене физкультурăпа спорта явăçтарас, культурăллă канма майсем туса парас тĕлĕшпе смотр-конкурс ирттересси çинчен йышăну кăларнăччĕ. Çак йышăнăва пурнăçласа районта нумай ĕçленĕ. Раççей Геройне Олег Долгова асăнса, патриотла юрăсен фестивальне ирттернĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн парнисемшĕн ирттернĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ те чăн-чăн спорт уявĕ пек пулчĕ. Çавăн пекех волейбол вăййипе те район чемпионачĕ иртрĕ. Кулăш кунне халалласа, районта сатирăпа юмор конкурсĕ пулчĕ. Шăмăршăри Акатуйра та çамрăксем юрласа-ташласа, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса савăнчĕç. Çапах та эстрада юррисен "Çамрăк сасăсем" фестивалĕ çамрăксене тата та ытларах илĕртрĕ пулĕ. Фестиваль çамрăк та- лантсем тупса палăртрĕ. Чăннипех те маттур иккен пирĕн яш-кĕрĕм! Ял çамрăкĕсен спартакиади те, çăмăл атлетсен эстафети те ячĕшĕн мар, каччăсемпе хĕрсене анлăн хутшăнтарнипе иртрĕ. Хальхи вăхăтра футболла выляса мала тухассишĕн район чемпионачĕ пырать. Август уйăхĕнче Физкультурниксен кунне халалласа спорт мероприятийĕсем ирттерме палăртрăмăр. Çамрăксен командисем КВН ирттерме те хатĕрленеççĕ. Смотр-конкурсăн 8 енне тишкерсе тухни çакна кăтартса пачĕ: пĕрремĕш вырăнта _ Анат Чаткас, иккĕмĕшĕнче _ Кивĕ Чукал, виççĕмĕшĕнче Палтиел ял администрацийĕсем. Предприятисемпе учрежденисем хушшинче Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул, районти тĕп больница, "Елочка" санатори малти вырăнсене йышăнчĕç. Çав вăхăтрах уйрăм предприятисемпе учрежденисем смотр-конкурса пачах та хутшăнмаççĕ е ăмăртусене тулли командăсем тăратмаççĕ. Çамрăксемпе ĕçлесси çине алă сулас марччĕ.