Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЯЛ ИЛЕМЛĔ ПУЛТĂР ТЕСЕН, АЛЛА ÇАВА ТЫТ...

ЯЛ-ЯЛ тăрăх çỹренĕ чух çĕнĕ çуртсем çĕкленнине, урамсене асфальт сарнине куратăн та, чун савăнать. Парксемпе садсен çулталăкĕнче йывăçсемпе тĕмсем чылай лартнă, чечек клумбисем тунă. Çак илеме пăхса пынă чух кăмăла пăсакан ỹкерчĕксем те тĕл пулаççĕ. Унта та кунта вĕлтĕрен, эрĕмпе пиçен ашкăрса ỹсеççĕ, ял ятне яраççĕ. "Хăш ялта çапла?" _ ыйтĕ манран вулакан. Нумай çĕрте курма пулать çакна. Çав шутра район центрĕнчи хăш-пĕр урамсенче те. Алла çава тытса вĕлтĕренпе ыттти хыт-хурана çулса пăрахакан çеç тупăнмасть. Аран-аран утса çỹрекен карчăкпа старик пирки ним те калаймăн, анчах юнĕсем вĕресе тăракан çамрăксем тирпей-илемшĕн тăрăшманни пăшăрхантарать. Ял хуçи _ вырăнти администраци. Кашни ялтах старостăсем те суйланă. Шел те, чылайăшĕ мĕн ĕçлемеллине те чухлаймасть. Ĕç вара тем чухлех. Район администрацийĕн пуçлăхĕ вут-кăварпа кĕрешес тĕллевпе кашни ялтах каçхи хурал йĕркелесси пирки йышăну кăларнăччĕ. Калăр-ха мана: хăш ялта тухаççĕ паян кас хуралне? Ялта çурçĕр варринче пушар тухас пулсан та (ун пек пуласран Турă сыхлатăрах!) халăха вăратакан çук. Çакăн пек тĕслĕх иртнĕ кунсенче Васан ялĕнче пулнă, пысăк çурт-хуралтă çунса кĕл пулнине кỹршĕллĕ урамсенче пурăнакансем сисмесĕрех юлнă. Халăх кар тăрса çĕкленнĕ пулсан, тен, çуртпа пурлăха çăлса хăварма та май пулнă. Ман шутпа, шăпах старостăсен тăрăшмалла та кас хуралĕсене йĕркелессишĕн. Вĕсене вырăнти администрацисен ертсе пымалла., Ялта ырă йăла _ кашни хуçалăхра пушара хирĕç кĕрешмелли ансат хатĕрсем тытса тăрасси _ манăçа тухса пырать. Каллех старостăсен пуçарулăхĕ кирлĕ. Тỹлевсĕр ĕçлекен çынран мĕнех ыйтăн?" _ тейĕ мана пĕр-пĕр вырăнти администраци пуçлăхĕ. Ман çакăнпа килĕшес килмест: тăван ял илемĕшĕн, халăхшăн тăрăшма хатĕр патриотсем пĕтмен-ха. Хастар çынсене асăрхама пĕлмелле, тăрăшса ĕçлекене хавхалантарасси çинчен те манмалла мар. Кашни ялтах культура ĕçченĕсем, вĕрентекенсем пурăнаçĕ. Ялти интелигенцин тирпей-илемшĕн тăрăшас тĕлĕшпе ыттисене ырă тĕслĕх кăтăртмалла мар-и-ха? Вĕсен çурчĕсем умĕнче вĕлтĕренпе эрĕм ашкăрса ỹсни, ман шутпа, ниçта шанăçман япала. Тăван ял илемлĕ пулни хамăршăнах лайăх, юлташсем.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 июля 2005
00:00
Поделиться