СĔТ ПУХАÇÇĔ
Ялта пурăнакансем пурте тенĕ пекех ĕне усраççĕ. Çаран çинче кунĕпе хырăмĕсене тăрантарнă выльăхсем çуллахи вăхăтра сĕт аван антараççĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхри ытлашши сĕте сутни ĕне тытакансемшĕн тупăшлă. Хамăр çисе ярайманнине ăçта хурас-ха? Шăпах ял çыннисене çак ыйтăва татса пама пулăшаççĕ те ĕнтĕ сĕт туянакансем. Акă, Пуянкассипе Кахăрлă Шăхалĕнче, Васанпа Ярăславра, Çĕнĕ Шăмăршăпа Кивĕ Шăмăршăра Алена Николаевнапа Владимир Николаевич Кузьминсем сĕт пухаççĕ. Вĕсем хăйсен УАЗ-33036 автомашинипе ирех ĕне усракансем патне çитеççĕ. _ Çуллахи вăхăтра сĕт сутакансем нумай. Хăшпĕр уйрăм хуçалăхсем уйăхра 400 - 500 литр сутаççĕ. Вĕсен шутĕнче Пуянкассинчен _ В. Михайлова, Л. Алексеева, Кахăрлă Шăхалĕнчен _ А. Макарова, Кивĕ Шăмăршăран _ Г.Никитина, О.Ефимова, Васантан _ Е.Тереньтева кĕртме пулать. Пуçтарнă сĕте Шăмăршăри сĕт заводне леçетпĕр. Укçине вăхăтра парса пыратпăр,_ каласа парать çепĕç чĕлхеллĕ Алена Николаевна. Куратпăр ĕнтĕ, сĕт сутакансем те кăмăллă, туянакансемшĕн те усăллă