Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЕЛЕНА ПЕТРОВА ТĂВАН ЯЛ БИБЛИОТЕКИНЕ _ ПАРНЕПЕ

Карапай-Шăмăршăри ял библиотеки юлашки вăхăтра çулсеренех ыркăмăллăх акцийĕсем ирттерет. "Тăван ял библиотекине _ çĕнĕ кĕнеке", "Библиотекана _ парнепе", "Библиотека тусĕсен хаклă парнисем" ятпа иртеççĕ вĕсем. Çакăн пек парнесем вулавăш фондне пуянлатма тата вулакансен ыйтăвĕсене туллинрех тивĕçтерме май параççĕ. Кĕнеке парнелесе çынсен тавракурăмне анлăлатма пулăшаççĕ. Ялта ырă кăмăллă çынсем пĕтмен-ха. Вĕсен хушшинче Н.П. Семенов, А.Н. Амосов, С.В. Кузнецов, В.Ф. Давыдов, А.В. Кармова, А.Н. Елисеева вулакансене асăнса хăварас килет. Вĕсем çулсерен "Çуркуннехи ыркăмăллăх эрнинче" е урăх чух та хăйсен библиотекинчен вулавăша хаклă, пуян содержаниллĕ кĕнекесем парнелеççĕ. Кăçалхи çул вара библиотекăна "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн ертỹçи В.И. Елисеев хăйĕн библиотекинчен 100-е яхăн кĕнеке парнелесе вулакансене савăнтарчĕ. Кĕнекесем хушшинче П. Проскуринăн 5 томлă çырнисен пуххи, В. Закруткин, Е. Пермитин, Б. Горбатов, А. Калинин писательсем çырнисен пуххисем тата ытти тĕрлĕрен литература. Çак кунсенче библиотекăна М.В. Краснова вулакан кĕрсе тухрĕ, хăйĕн килти библиотекинчен "Панорама" серипе тухнă 20 кĕнеке парнелесе хăварчĕ. Юрату çинчен вулама юратакан çамрăксем тата хĕрарăмсем валли питĕ пысăк парне пулчĕ ку. Ачаранпах библиотекăпа туслă пулнă май, Маргарита Витальевна библиотекăсен нушине питĕ лайăх ăнланать. Хăйĕн 2 хĕр пĕрчине те вăл кĕнекесене хаклама вĕрентсе ỹстерет. Ырă кăмăллă çынсене библиотека ĕçченĕсем вулакансен ячĕпе тав тăваççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 июля 2005
00:00
Поделиться