Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Дипломпа чысланă

Çак кунсенче Тăвайĕнче Чăваш Республикин чрезвычайлă лару-тăру министерствипе патшалăхăн пушар служби пушарта çăлмалли спорт енĕпе кустри ăмăртусене ирттернĕ. Унта Шăмăршăри 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн туслă команди те (Виктор Морозов, Александр Муляков, Александр Чернов, Владимир Мулендеев, Николай Каргин, Александр Фомин тата Алексей Кузьмин) хутшăннă. Çивĕч кĕрешỹре Шăмăршăсем 7 команда хушшинче виççĕмĕш вырăна тухнă, Диплом илме тивĕçнĕ. Ăмăртусем мĕнле иртни çинчен каласа пама ыйтсан, команда капитанĕ Виктор Морозов çапла пĕлтернĕ: чи йывăрри тăваттăмĕш хута чикмекпе хăпарасси пулчĕ. Çапах та пирĕн команда çак задачăна хăвăрт та тĕрĕс пурнăçлама, чỹречерен кĕрсе "инкеке лекнĕ" çынна çăлма пултарчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 июля 2005
00:00
Поделиться