Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

САВĂНТАР ÇЫНСЕНЕ, ПОЧТАЛЬОН!

Ыран, июлĕн 10-мĕшĕнче, пирĕн çĕршывра Раççей почтин кунне паллă тăваççĕ. Çак уява 1994çулта çеç йышăннă пулсан та, Раççей почтин историйĕ пин çул ытлана тăсăлать. Почта çыхăнăвĕ ĕмĕрĕпех халăхшăн, халăх валли ĕçленĕ. Почтальон хапха умне килмесен, тем çитмен пек туйăнать, чун-чĕрене тунсăх пусать. Почтăсăр эпир хамăра тĕнчерен уйăрнă пек туятпăр. Техника прогресĕ вăйлă аталаннă тапхăрта та почта çыхăнăвĕ хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман, пачах урăхла, çĕршыв, республика, район пурнăçĕнче çав тери пысăк вырăн йышăнать. Чăваш Енри почта çĕршывра чăн малтисен шутĕнче яллă районсенче Интернет çыхăнăвне йĕркелерĕ. Электронлă переводсен почта системи хăвăртлăх тата шанчăклăх енĕпе банксенчен пĕрре те кая мар. "Кодак" фирма урлă фото çăмăллăхĕсем парасси те ỹссех пырать. Почта çыхăнăвĕ экономикăпа бизнеса аталантарма та майсем туса парать. Клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе, почта ĕçченĕсем хăйсем умне лартнă задачăсене пурнăçлассишĕн, вăй-хала шеллемеççĕ. Акă, Шăмăршăри почтамт тупăш илессипе кăçалхи 6 уйăх планне чыслăн пурнăçларĕ. Çавăн пекех иккĕмĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтармалли план та пурнăçланчĕ. Районĕпе пурĕ 6356 экземпляр е кашни пин çын пуçне 414 экземпляр хаçат-журнал сарнă. Подписка компанийĕ пур çыхăну уйрăмĕсенче те йĕркеллĕ иртрĕ. Уйрăмах манăн Пăчăрлă Пашьелĕнчи (начальникĕ Н.Улюкина), Палтиелĕнчи (О.Михайлова) çыхăну уйрăмĕсене лайăхпа асăнас килет. Районта темиçешер экземпляр хаçат-журнал çырăнса илекенсем сахал мар. В.Петьков (Шăмăршă), Н.Симурзина (Çĕнĕ Чукал), Г.Иванова (КивĕЧукал), Г.Марков (Пăчăрлă Пашьел), Р. Губейдуллин (Асанкасси), Ф.Буданов (Палтиел), Н.Макаров (Кахăрлă Шăхаль), Н.Купташкина (Карапай Шăмăршă) тата ыттисем 5-7 экземпляр тĕрлĕрен хаçат-журнал çырăнса илеççĕ. Подписка ĕçне тĕрĕс йĕркелессишĕн Н.Кудряшова оператор нумай тăрăшать. Вăл çак ĕçре 30 çул ытла вăй хурса пысăк опыт пухнă. Хуть те мĕнле çанталăкра та _ çумăр çăвать-и е çил-тăман вĕçтерет _ почтальонсем хаçат-журналпа тĕрлĕ корреспонденци валеçеççĕ. Паян манăн Палтиел çыхăну уйрăмĕнчи А.Фроловапа Р.Махмутована, Карапай Шăмăршă çыхăну уйрăмĕнчи Л.Измайлована, Пуянкасси çыхăну уйрăмĕнчи И.Чебондаевана, Пăчăрлă Пашьел çыхăну уйрăмĕнчи А.Корчаковапа А.Кудряшована, Кивĕ Чукал çыхăну уйрăмĕнчи Ю.Тинюковапа А.Лубошнована, Чукал çыхăну уйрăмĕнчи Л.Губановапа Н.Лукьянована, Шăмăршăри А.Леонтьевана, В.Мулякована, Е.Иванована, Кивĕ Шăмăршăри Г.Кудряшована, Ярăславри М.Яковлевана, Ирçе Тĕккинчи Л.Матвеевана тата ыттисене чун-чĕререн тав тăвас килет. Çирĕплетсе панă плансене пурнăçланă çĕрте почтамт кассирĕ Г.Качанова, Ю.Романова, А.Кудряшова, В.Сергеева, Н.Миронова операторсем, почта илсе çỹрекен Г.Удочкинпа Н.Чернов инструктор пысăк вăй хунине те палăртса хăвармалла. Çавăн пекех управлени автобазин водителĕсем С.Крыловпа Л.Шарапов та хăйсене шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлтан пурнăçлаççĕ. Уяв ячĕпе сире, Шăмăршăри почтамт ĕçченĕсем! Пурсăра та çирĕп сывлăх, телей, ĕçре ăнăçу сунатăп. Почтальонсен сумкисем яланах тулли пулччĕр, сире çынсем кашни кунах чи хисеплĕ хăна пек кĕтнине асра тытăр



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 июля 2005
00:00
Поделиться