САНИТАРИПЕ ЭПИДЕМИОЛОГИ КОМИССИЙĔН ЛАРĂВĔ
ÇАК кунсенче районти санитарипе эпидемиологи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ, унта Чăваш Республикин тĕп санитари врачĕн Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенчи заместителĕ Н.М.Сергеева Шăмăршă районĕнче йод дефицичĕпе çыхăннă чирсемпе кĕрешес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен пĕлтернине итленĕ. Паллă ĕнтĕ, пирĕн районти ĕçмелли шывра тата тăпрара йод хисепĕ çителĕксĕр, çавна пулах пĕсехепе пыр шыççи чирĕсем нумай сарăлнă. Профилактика ĕçне тăвас тĕллевпе, халăха йодлă тăварпа ытларах тивĕçтерме тытăннă. Анчах та ку çителĕксĕр-ха. Акă, 2005 çулта шкулсенчи столовăйсенче нормăпа пăхнă 3150 килограмм вырăнне 746 килограмм йодлă тăварпа çеç усă курнă. Суту-илỹ организацийĕсем ку тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçленине те палăртмалла. Райпо лавкисенче апат тăварĕ çеç сутаççĕ, предпринимательсем пирки те çакнах каламалла. Çăкăр-булка пĕçернĕ чухне те йодлă тăварпа усă курмаççĕ. Санитарипе эпидемиологи енĕпе ĕçлекен районти комисси яваплă çынсене ача-пăча учрежденийĕсемпе шкулсене йодлă тăварпа тивĕçтерес тĕлĕшпе татăклă улшăну тума, халăх хушшинчи профилактика ĕçне вăйлатма хушса хăварнă