Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХОРЕЗМ" КАЛЛЕХ ПĔРРЕМĔШ

Юлан утçăсен ăмăртăвĕсем çинчен пирĕн хаçат вулакансене пĕлтерсех тăрать. Хальтерех кăна юлан утçăсем Вăрнар поселокĕнчи, Çĕнĕ Шупашкар хулинчи халăха савăнтарчĕç. Вăрнарта старта виçĕ хут тухса виççĕшĕнче те çĕнтерсе Шăмăршăсен "Хорезм" ăйăрĕ тĕлĕнтерчĕ. Çĕнĕ Шупашкарта вара хула администрацийĕн "Днестрпа" "Альпинист" лашисем хăйсен хăвăртлăхне кăтартрĕç. Эрне иртсен асăннă лашасем Чулхулара вăй виçрĕç. Кунта Хусан, Челябинск, Петербург, Мускав урхамахĕсене те илсе килнĕ. Чи ятлă лашасем ăмăртăва тухрĕç. Дистанци _ 2400 метр. Хаклă призсенчен пĕри _ Чулхула кĕпĕрнаттăрĕн парни. Çумăра пула ипподромри ăмăртмалли çул япăх: тикĕс мар, шыв кỹлленсе тăрать. Виçĕ минут та 20 çеккунта тăсăлчĕ çивĕч кĕрешỹ. Финиша чи малтан "Хорезм" (утçи _ Александр Максимов) çитрĕ, кĕпĕрнаттăр призне çĕнсе илчĕ. Кун пек пысăк çитĕнỹ халиччен пулманччĕ-ха. Çĕнĕ Шупашкар лаши "Альпинист" _ иккĕмĕш вырăнта. Чăваш Республикин ячĕ мăнаçлăн янăрарĕ Чулхула ипподромĕнче. Раççейри 5-мĕш Сабантуй евĕр ăмăрту иртнĕ çул Ульяновск облаçĕнче пулнăччĕ. Хальхинче кунта вун тăватă лаша старта тухрĕ. Шăмăршăсен "Педагогика" (утçи - Александр Михайлов) _ виççĕмĕш, Çĕнĕ Шупашкарти "Днестр" ăйăр 5-мĕш вырăна тухса пирĕн спортсменсем иккĕмĕш хут палăрчĕç. Çĕнĕ Шупашкарсен лашисене хальхинче те Мускав çынни, пысăк опытлă, паллă ут ăсти В.Бауэр тытса пычĕ. Шăмăршăсен лашисем, утçисем çинчен уйрăмах ырă сăмах калани вырăнлă. Мĕншĕн тесен лаша спортне аталантарассине урăх мелпе йĕркеленĕ вĕсем: хаклă лаша туянма укçа тăккаламаççĕ, вăтамрах е каяраххисене илеççĕ те тар юхтарса ăмăртусене хатĕрлеççĕ. Кĕсресенчен тиха илсе ỹстересси те йăлана кĕме пуçларĕ. Кунта 6 уйăхри "Пехота" ("Педагогикăпа" "Хорезмран") ỹсет. Кĕр енне "Форсунья" хăмламалла. Çулталăк каялла 4 çулти "Волшебник" республикăри ăмăртусенче те малти вунă вырăна лекейместчĕ, иртнĕ çул 21-мĕш вырăн кăна йышăннăччĕ. Кăçал Республика кунĕнче чи вăйлисен хушшинче виçĕ хут иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Етĕрне, Канаш тата Чăнлă (Ульяновск облаçĕ) районĕсен акатуйĕсенче çĕнтерчĕ. Çак вырсарни кун Мускаври ипподромра старта "Карнавал" ятлă ăйăр тухать. Хальлĕхе вăл 1600 метрлă дистанцие 2 минут та 03,2 çеккунтра чупать. Иртнĕ çул "Чудеснăйпа" "Педагогика" çак дистанцие 2 минут та 05 çеккунтра тухнăччĕ. "Педагогика" Ульяновскри ипподром рекордне икĕ хут çĕнетнĕ. Çакă Шăмăршăсен лаша спорчĕн хăйне евĕрлĕ шкулĕ çинчен калать те.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 июля 2005
00:00
Поделиться