50 ÇУЛТАН _ ТĔЛ ПУЛУ
Вĕсем 1955 çулта Карапай Шăмăршăри çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсетухнă та, сарлака Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă. Люба Чинникова, акă, шкул хыççăн Мускав облаçне торф кăларнă çĕрте ĕçлеме тухса кайнă. Унтан Волгоград облаçне куçнă та, паян кунчченех унта пурăнать. Хăйне вĕрентнĕ учительсене, пĕрле шкул пĕтернисене чĕререх тытать иккен Любовь Ивановна, вĕсемшĕн тунсăхлать. Çĕнĕ Тăрăн ялĕнче пурăнакан тантăшĕ Клавдия Трифоновна Сельцова (Иванова) чĕннипе, çак кунсенче Л.И.Чинникова тăван тăрăхра хăнара пулчĕ. Клавдия Трифоновна пĕрле вĕреннĕ ытти тантăшĕсене те тĕл пулăва йыхравланă. Ĕмĕрлĕхех асра юлмалли чаплă тĕл пулу пулчĕ. Çиччĕмĕш теçеткере пыракан çынсем иртнине аса илчĕç, юрласа-ташласа савăнчĕç. Пурте пĕрле вăйă картине тăни те чĕререх юлĕ. Тĕл пулăва Н.А.Медведевапа Н.И.Полякова учительницăсем питĕ ăста ертсе пычĕç.