Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Парксен маршĕ" кăçал та ăнăçлă иртрĕ

Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕ _ çут çанталăкпа тăван тавралăхăн шанчăклă управçи. Кунти вăрманти ỹсен тăрансемпе чĕр чунсен тĕнчи чăннипех пуян, вĕсен хушшинче сайра тĕл пулаканнисем, "Хĕрлĕ кĕнекене" кĕртнисем те пур. Пирĕн тĕллев _ вĕсене килес ăрусем валли сыхласа хăварасси, ĕрчеме тивĕçлĕ майсем туса парасси. Ку ĕçсем вара начар мар пулса пыраççĕ. Наци паркĕн ĕçченĕсем çак пархатарлă ĕçе шкул ачисене те анлăн явăçтарма тăрăшаççĕ, шкулсенче тăтăш пулса уçă уроксем, калаçусемпе лекцисем ирттереççĕ. Палăртса хăварма кăмăллă: çак мероприятисем яланах интереслĕ, çỹллĕ шайра иртеççĕ, ачасен чун-чĕрисене çут çанталăк тусĕ пулас пархатарлă туйăмсем çуратаççĕ. эколги экскурсийĕсене те хаваспах хутшăнаççĕ вĕсем, çапла майпа хăйсен тавра курăмне, ăс-тăнне пуянлатаççĕ. "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕнче çулсерен иртекен мероприяти _ Пĕтĕм тĕнчери "Парксен маршĕ" йĕркелени. Кăçалхи "Парксен маршĕ- 2005" акции те ăнăçлă иртрĕ темелле. Çак тапхăрта парк сотрудникĕсем чылай шкулсенче пулчĕç, тĕрлĕ темăсемпе лекцисемпе докладсем вуларĕç. Сăмахран, районти Культура керменĕнче, Шăмăршăри вăтам шкулта аслă наука сотрудникĕ В.Мулендеев пулчĕ, ятарлă литературăпа тата кăтарту пособийĕсемпе усă курса анлă калаçусем ирттерчĕ. Ачасемпе çамрăксем хăйсемшĕн çĕннине, кирлине нумай ăса хыврĕç. Хăйĕн лекцийĕсенче вăл экологи ыйтăвĕсене, тăван тавралăхпа çут çанталăка сыхламалли ыйтусене тарăннăн хускатрĕ. Акци вăхăтĕнче Наци паркĕн ытти сотрудникĕсем те пысăк ĕçсем туса ирттерчĕç, пархатарлă ĕçе вĕренекенсене май килнĕ таран ытларах явăçтарма тăрăшрĕç. "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн тепĕр курăмлă та ырă ĕçĕ _ шкул ачисен пултарулăх конкурсне йĕркелени. Кăçал вăл çут çанталăк темипе çырнă "Чи лайăх калав", "Чи лайăх сăвă", çак темăпах ỹкернĕ "Чи лайăх ỹкерчĕк" тата "Чи лайăх фото ĕç" номинацисемпе иртрĕ. Авторитетлă жюри малтанхи икĕ конкурс итогĕсене пĕтĕмлетрĕ те ĕнтĕ, çĕнтерỹçĕсене палăртрĕ. "Чи лайăх калав" номинацире пĕрремĕш вырăна Женя Захаров (7 "б" класс), иккĕмĕш вырăна Таня Севрюгина (7 "б" класс), виççĕмĕш вырăна Анна Севрюгина (7 "б" класс) тата Ксения Мишина (8 "б" класс) (пурте Шăмăршăри вăтам шкултан) йышăнчĕç. Çамрăк сăвăçсен конкурсĕнче вара жюри малтанхи виçĕ вырăна маларах асăннă шкулти 7 "в" класа, Владислав Михайлова (7 "б" класс), Таня Севрюгинана (7 "б" класс) пама йышăнчĕ. Çĕнтерỹçĕсем асăнмалăх хаклă парнесене тивĕçрĕç. Ỹкерчĕксемпе фото ĕçсем халĕ те килсе тăнăран, çак конкурссене малалла тăсас терĕмĕр, итогсене июнĕн 24-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕпĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 июля 2005
00:00
Поделиться