Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ачасем тата çу кунĕсем

Шкул ачисем тахçантанпах кĕтнĕ тапхăр _ çуллахи каникул пуçланчĕ. Çавна май ашшĕ-амăшĕсен умне те ыйтусем сахал мар тухса тăраççĕ: пепкесене ăçта ямалла, вăхăта усăллă ирттерме мĕнле майсем туса памалла? Тепĕр чухне вара вăл е ку ыйтăва татса парасси çемье бюджечĕпе те çыхăннă. Тен, патшалăх пулăшас шанăç пур? Ку ыйтăва, яланхи пекех, Социаллă страховани фончĕ татса пама тивет. 2005 çула илес пулсан, ачасен сывлăхне çирĕплетме патшалăх 12,6 миллиард тенке яхăн тăкаклама палăртать. Пирĕн республикăра вара çак тĕллевпе 60,7 миллион тенкĕ уйăрнă. Хамăрăн района илес пулсан, çакна каламалла. Çу кунĕсенче 15 çула çитичченхи шкул ачисем "Космонавт" тата "Солнышко" лагерьсенче канĕç. Кăмăл тăвакан ытти ачасем шкулсем çумĕнче йĕркеленĕ ĕçпе кану лагерĕсенче канма пултараççĕ. Ачасем хушшинче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисем те çук мар. Вĕсен вара çулталăкĕпех ĕçлекен сывлăха çирĕплетекен тата сиплекен лагерь-санаторисене кайма май пур. Соцстрах путевкисене организацисенче, учрежденисенче, предприятисенче ĕçлекен, Социаллă страховани фончĕн страхователĕсем шутланакан ашшĕ-амăшĕсен ачисене параççĕ. Çăмăллăхлă (льготный) путевкăсене камсене уйăрса парассине вара предприятипе орагнизацири социаллă страховани комиссийĕ татса парать. Анчах унта маларах заявлени тăратас пулать. Путевкăна ашшĕпе амăшĕнчен пĕрне çеç параççĕ. Ача валли çăмăллăхлă путевкăна пĕр хутчен кăна уйăраççĕ. Çав вăхăтрах патшалăх хỹтлĕхĕнчи, нумай ачаллă тата тулли мар çемьесенчи ачасем вара соцстрахăн тепĕр путевкине те илме пултараççĕ. Путевкăсемпе çыхăннă ыйтусемпе Социаллă страховани фончĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмне çак адреспа пымалла: Шăмăршă ялĕ, Космовский урамĕ, 37-мĕш çурт, 2-мĕш хут (райпо вырнаçнă çурт). Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-18-43.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 июля 2005
00:00
Поделиться