Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"МЕГАФОН": МЕЛЛĔ, ЙỸНĔ, КĂМĂЛЛĂ

Чăваш Республикин кунне уявланă тапхăр пирĕн Шăмăршă районĕнче пурăнакансемшĕн те паллă событипе асра юлĕ. Шăмат кун _ июнĕн 25-мĕшĕнче _ Шăмăршăра "Мегафон-Поволжье" компанин базăллă станцийĕ хута кайрĕ. "Мегафон-Поволжье" мĕн ĕçлени пирки вулакана каласа ăнлантарма кирлех те мар пулĕ. "Мегафон"_ мобильнăй телефон çыхăнăвне йĕркелекен компани. Ăна йĕркеленĕренпе 3 çул çитрĕ, Чăваш Енре вара пĕлтĕрхи августăн 17-мĕшĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Шăмăршăри универмаг тăррине "Мегафон" вышкине вырнаçтарма май уйăхĕн вĕçĕнче пуçланăччĕ. Кĕске вăхăтрах инженерсемпе техниксем çак станцие хута яма хатĕрлесе çитернĕ. Акă, Республика кунне уявланă кунсенче чаплă лару-тăрура базăллă станцие уçрĕç. Савăнăçлă митингра "Мегафон-Поволжье" компанин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн техника пайĕн начальникĕ А.Г.Жижко, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Н.Обаськин сăмах каларĕç, "Мегафон" çыхăнăвĕ район ĕçченĕсемшĕн меллĕ те йỹнĕ пулнине палăртрĕç. Ытти компанисемпе танлаштарсан, "Мегафон" çыхăнăвĕ сахал тупăш илекенсемшĕн уйрăмах пысăк çăмăллăх. "Мегафон" станцие уçнă хыççăн районти тĕп библиотекăри вулав залĕнче пресс-конференци пулса иртрĕ, компани ĕçченĕсем журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Вулакансене çакна пĕлтерер: Шăмăршăри универмагра Н.И.Соловьев предпринимателĕн "Созвездие" çыхăну салонĕ уçăлнă, унта "Мегафон" карточкисене тата мобильнăй телефонсем туняма пулать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 июня 2005
00:00
Поделиться