Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Манмастпăрах сана нихçан, В.Кузнецов юлташ"

Кашни çулах çĕртме уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче Пуянкасси ял администраци стадионĕнче Афганистан çĕрĕнче пуçне хунă Кахăрлă Шăхаль каччин Валерий Кузнецовăн астăвăм кубокне çĕнсе илессишĕн спорт вăййисем йĕркелеççĕ. Кăçал та пуянкассисемпе кахăрлăшăхальсем ĕçĕсене ир-ирех вĕçлесе стадиона васкарĕç. Нумайăшĕ çак куна "Акатуй" тесе те йышăнчĕç. Ара, маларах ака ĕçĕсем вĕçленсен вырăнти колхоз правленийĕ ял ĕçченĕсем валли уяв ирттернине халăх манмасть-ха. Эх, кĕрлеччĕ, савăначчĕ ун чухне ял халăхĕ! Спорт вăййисем пуçланиччен Валерий Кузнецов вил тăприйĕ çине çитсе чечек кăшăлĕ хучĕç. Воин-интернационалиста асăнса сăмах каларĕç. Çапла, вăрçă çухатусăр пулмасть, теççĕ. Çапăçусенче пуçне хуракан, тăван килне таврăнайман каччăсем çĕршывĕпе миçен-ши? Пинĕ-пинĕпе. Ывлăĕсене çухатнă амăшĕсен чĕрисем "вăрçă" сăмаха илтмессерен хĕссе ыратаççĕ пулĕ. Валерий амăшĕ Мария Васильевна Кузнецова та, çирĕм тăватă çул иртсен те, Афганистан хирĕнче çап-çамрăкла вилнĕ ывăлне асра тытса пурăнать. Ял халăхĕпе, тăванĕсем воин-интернационалиста манманшăн чĕререн тав тăвать. Футбол вăййисене Виçпỹрт Шăмăршă ял администрацийĕн "Çĕнтерỹ" командипе вырăнти "Асăну" команди уçрĕç. Вăйă пуçламăшĕн малтанхи минучĕсенчех виçпỹртшăмăршăсем ăстарах выляни палăрчĕ. Тĕрĕсрех каласан "Çĕнтерỹ" "Асăну" командине "сывлама" та памарĕ, 5:0 шутпа çĕмĕрсе тăкрĕ. Шел те, кăçалхи футбол турнирне пурĕ те виçĕ команда çеç хутшăнчĕ. Пĕлтĕр вара _ ултă командăччĕ. Иккĕмĕш вăйă "Çĕнтерỹпе" Чăваш Республикинчи воин-интернационалистсенчен пухнă "Бача" (пĕлтĕр "Афганцы" ятлăччĕ) команди хушшинче пулчĕ. Каллех çĕнтреỹ виçпỹртшăмăршăсенче, вăйă 2:1 шутпа вĕçленчĕ. Çапла вара "Çĕнтерỹ" кăçалхи В.Кузнецов кубокĕн хуçи пулса тăрассине "Асăнупа" "Бача" командисен тĕл пулăвĕ улăштараймассине пурте ăнланчĕç, вĕсем вăййа нихăшĕ те çĕнтерейменнипе, мирлĕн вĕçлерĕç. Хапхана нумайрах гол тапса кĕртнине шута илсе "Бача" иккĕмĕш картлашка çине хăпарчĕ. "Асăну" команда вара виççĕмĕш вырăнпа çырлахрĕ. Паллах, вăйăсенче чи хастар вылякансене те палăртрĕç. Лайăххисен шутĕнче: чи нумай гол тапса кĕртекенĕ "Çĕнтерỹри" С.Абсалямов, вратарь В.Шумилов ("Асăну") çурма хỹтĕлевçĕ Д.Тимофеев ("Çĕнтерỹ"), хỹтĕлевçĕ А.Павлов ("Бача"), тапăнса вылякан В.Антонов ("Çĕнтерỹ"). 400 метра чупасси кăçал нумайрах çынна пухрĕ. Спонсорсен парнисене çĕнсе илессишĕн ултă тапхăрпа чупусем йĕркелерĕç. Çĕнтерỹçĕсене, пĕрремĕш вырăна тухнисене, "Шăмăршă издательство çурчĕ" ПУП парнисене, çур çуллăх "Шăмăршă хыпарне" тивĕçрĕç. Финиша чи малтан çитекеннисем М.Богатнова, В.Захаров, Е.Матвеева, Е.Ботнев (Чĕмпĕр хули), шкул ачисем хушшинче, И.Кузнецовапа А.Семенов (Виçпỹрт Шăмăршă) çитĕннисем хушшинче пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннисене те хаклă парнесемпе хавхалантарчĕç. Çак яваплă та илемлĕ спорт уявне йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн йыхрава йышăннăшăн В.Кузнецовăн тăванĕсем спортсменсене чĕререн тав тăваççĕ. Спонсор пулăшăвĕ кỹнĕшĕн Шăмăршăри ДРСУна, акционерсен "Карлинская" агрофирма" хупă пĕрлешĕвне, "Карла" (Г.Макаров), "Канаш" (С.Угарин), "Заря" (А.Краснов) фермер хуçалăхĕсене, "Шанспа" (В.Еремеев) "Агродор" (В.Ефимов) ОООсене, Е.Кудряшовпа В.Обожгеев предпринимательсене те ырлăх та сывлăх сунмалли çеç юлать. Вĕсен малашне те ĕçĕсем ăнса пыччăр. Уйрăмах вара Чăваш Республикин воин-интренационалистсен обществин ертỹçине И.Кашаева ырăпа асăнса хăварас килет. Сăмахăма вĕçленĕ май çакна каласа хăварас килет, çитес çул Валерий Кузнецова асăнса йĕркелекен спорт уявне çирĕм пиллĕкмĕш хут ирттереççĕ. Ăна вара тата та чаплăрах кĕтсе илессишĕн пурин те тăрăшмалла. Спорт вăййисен илемĕ вара _ футболра. Апла ял администрацисенчи, предприяти-организацисенчен футбол командисем йышлăрах килмелле пултăрччĕ. Анлăн сарлăнă В.Кузнецов воин-интернационалистăн астăвăм кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан турнира пĕтсе ларма кăна парас марччĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 июня 2005
00:00
Поделиться