Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЧЕРЕТЛĔ ПРОФИЛАКТИКА КУНĔНЧЕ

Июнĕн 23-мĕшĕнче районта черетлĕ профилактика кунĕ иртнĕ, унăн теми _ обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетесси тата ялсене тирпей-илем кĕртесси. Профилактика кунĕнче район администрацийĕн яваплă çыннисем тата профилактика ушкăнĕн членĕсем кашни ял администрацийĕнчех пулса обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетес тата урамсене тирпей-илем кỹрес тĕлĕшпе мĕнле ĕçленипе интересленнĕ, право йĕркине пăсма пултаракан çынсемпе тĕл пулса калаçнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăхĕпе строительство управленийĕн начальникĕ В.Н.Никифоров ертсе пыракан ушкăн, акă, Пуянкасси ял администрацийĕн территорийĕнче пулнă. Владимир Николаевич ял çыннисене районăн кулленхи пурнăçĕпе тата умра тăракан задачăсемпе паллаштарнă. Тĕпрен илсен, ял çыннисене çулсене юсасси тата çĕнĕрен тăвасси, çурт-йĕр çавăрнă чух çăмăллăхсемпе усă курасси, çуртсене ĕçмелли шыв кĕртесси, çамрăксене ялта çирĕплетсе хăварасси хумхантарать. Çак ыйтусем çине Патăрьелĕнчи Перекет банкĕн уйрăмĕн Шăмăршăри хушма офисĕн заведующийĕ О.Н.Алексеев тулли хуравсем панă. Çурт-йĕр туянма тата газ кĕртме çăмăллатнă кредит илме май пурри, çамрăк çемьесене патшалăх пысăк пулăшу пани çинчен пĕлтернĕ. Ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе Пуянкасси ял администрацийĕн территорийĕнче начар мар ĕçлеççĕ. Çав вăхăтрах Хайпăла ялĕнче вĕлтĕрен пусса илнĕ урамсем те пур. Пуянкассипе Кахăрлă Шăхалĕнчи уйрăм урамсенче пылчăк çăрăлать. Ял администрацийĕн çак ыйтусемпе çине тăрса ĕçлемелле, çулсене юсас тĕлĕшпе кирлĕ мерăсем йышăнмалла. Сăмахран, кивĕ ферма территорийĕнче йăваланса выртакан тимĕр-бетон плитасемпе мĕншĕн-ха çул тунă çĕрте усă курмалла мар? Сая кайса выртиччен пая кайĕччĕ, халăхшăн та усăллă пулĕччĕ. Профилактика кунĕнче çĕкленĕ ыйтусем манăçа юлмасса çирĕп ĕненес килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 июня 2005
00:00
Поделиться