Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЯЛĔ ИЛЕМЛĔ _ ÇЫННИСЕМ _ МАТТУР

 Урам тăрăх утрăм, чун савăнчĕ КАШНИ ялăн хăйĕн хавалĕ: хăш ял çурт-йĕрĕпе, тепри калаçупа тата йăла-йĕркепе уйрăлса тăрать. Акă, Пăчăрлă Пашьелне кайăр-ха: "питĕ лайăх" теес вырăнне "хăрушă аван" тесе калаççĕ те, "хăрушă" сăмаха та килĕштерме пуçлатăн. Тăватçĕр çирĕм тăватă килĕллĕ пысăк ялта пурĕ 1050 ытла çын пурăнать. Ялти чи хисеплĕ çынсенчен пĕри А.И.Гармонщиков учитель-пенсионер тĕпченĕ тăрăх, Пăчăрлă Пашьел 1635 çулта пуçланса кайни паллă. Çапла вара, яла йĕркеленĕренпе кăçал 370 çул çитрĕ. Ялти ватă çынсенчен çырса юлнă аса илỹсем çакна çирĕплетеççĕ: Пăчăрлă Пашьеле кỹршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелĕнчен (Тĕп Пашьел) куçса килнĕ çынсем пуçарса янă. _XVII ĕмĕр вĕçĕнче Пăлапуç Пашьелĕнчен 12 çемье çĕнĕ вырăн шырама куçса килнĕ, - каласа парать А.И.Гармонщиков таврапĕлỹçĕ. _Ял çумĕнчи çырмана, таврара пăчăр ятлă кайăк йышлă пулнăран, Пăчăрлă ят панă. Пыра-киле яла та Пăчăрлă Пашьел теме пуçланă. А.И.Гармонщиков "История села Бичурга-Баишево" кĕнеке çырса халăха парнелени _ çав тери пархатарлă ĕç. Шел те, укçа-тенкĕ тивĕçменнипе çак кĕнекене питех те сахал экземплярпа пичетлеме тивнĕ. Çапах мĕн пурри те _ тăван ял историне тĕпчекенсемшĕн хаклă. Çĕнелчĕ, илемленчĕ, хула пек капăрланчĕ Пăчăрлă Пашьел юлашки 8-10 çул хушшинче. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Д.Матвеев икĕ çул каялла Пăчăрлă Пашьелĕнче Республика кунне уявланине тулли кăмăлпа аса илет. Ун чух кунта Çурçĕр Осетипе Эстонирен килнĕ илемлĕ пултарулăх коллективĕсем концерт лартса панă. Хаклă хăнасене кĕтсе илес умĕн клуба тĕпрен юсаса илемлетнĕ, урамсене тирпейленĕ. Çак тирпей-илем Пăчăрлă Пашьелĕнче паян кун та упранать. Ахальтен мар ĕнтĕ кăçалхи Акатуйра çак яла "Районти чи илемлĕ ял" ят парса чысларĕç. Урамĕсем илемлĕ, çурчĕсем капăр _ Пăчăрлă Пашьелне килмессерен чун савăнать! Çак тăрăхри ялсемшĕн вăл "столица" шутланать, ял культури ыттисемшĕн те тĕслĕх пулса тăрать. Вăрман кассаççĕ пулсан та, кунта асфальт сарнă çула çĕмĕрмеççĕ, шанчăклă çул хакне лайăх ăнланаççĕ. Яла çут çанталăк газĕ кĕртни те _ халăхшăн пысăк çăмăллăх. Çак ырлăхшăн пашьелсем район администрацине чĕререн тав тăваççĕ. Ял администрацийĕнчен илнĕ справка материалĕсенчен çакă паллă: Пăчăрлă Пашьел халăхĕ пурĕ 318 пуç ĕне, 350 пуçа яхăн сысна, 28 пуç лаша, 200-е яхăн пуç сурăх усрать. Ялта 7 фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Иртнĕ çул 5 çĕнĕ çурт тата 10 хушма çурт туса ăшне кĕнĕ. Вырăнти администрации пуçлăхĕ В.Д.Матвеев каланă тăрăх, çурт лартакансем кăçал пĕлтĕрхинчен те ытларах. Выльăх-чĕрлĕх усраса, хăйсене çирĕплетсе панă çĕр пайĕсенче тăрăшса, аякри стройкăсенче ĕçлесе ял çынни укçа-тенкĕ тăвать. "Пашьел халăхĕ кăткă пек ĕçлет" тени, ман шутпа, пĕрре те ỹстерсе калани мар. 2. "Сарпике" илĕртет хăй патне ЯЛТА суту-илỹ центрĕ уçăлни темиçе çул каялла тĕлĕнтермĕш япала пек шутланатчĕ пулсан, паян çакăншăн ним тĕлĕнмелли те çук. Александр Сатеев предприниматель _ ỹркенме пĕлмен "çĕнĕ чăваш" _ йывăрлăхсенчен хăрамасăр сут-илỹ ĕçне пуçăннă. "Сарпике" суту-илỹ çурчĕ яла илем кỹрет, халăха тĕрлĕ таварпа тивĕçтерет. Кунта культурăллă канма та, çуралнă куна е ытти паллă куна уявлама та кăмăллă. А. Сатеев предприниматель тăрăшнипе, çумри сад пахчине тирпей-илем кĕртнĕ, канмалли вырăн тунă. Сенкер кỹлĕре пулă тытма та пулать. "Сарпике" йышши суту-илỹ çурчĕсем кашни ялтах çĕкленсен мĕн тери лайăх пулĕччĕ. 3. Культура аталанать АС ТĂВАТĂП_ХА, темиçе çул каялла Пăчăрлă Пашьел клубĕн çурчĕ районта чи япăххисен шутĕнчеччĕ. Чăваш Республикин кунне уявлама хатĕрленнĕ тапхăрта район администрацийĕ клуба тĕпрен юсаса илемлетме май тупрĕ-тỹперех. Çурта çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтмалла туни те _ чăн-чăн ырлăх. Килсе курăр-ха паян Пăчăрлă Пашьелне _ илемлĕ те хăтлă клуб кам чунне ан савăнтартăр? Н.Угарина клуб заведующийĕпе Т. Можаева библиотека заведующийĕ "культура вучахĕ" вăйлă ялкăштăр тесе вăй-халĕсене шеллемеççĕ. Клубри фойере ял историйĕпе, ялти вăрçă ветеранĕсемпе паллаштаракан фотовыставкăсем ĕçлеççĕ. Ман шутпа, ытти клубсен çак ялти культработниксенчен тĕслĕх илмелĕх пур. Т.Можаева библиотекарь ялта 762 вулакан пулни, кĕнеке фончĕ 9 пин экземплярпа танлашни çинчен савăнсах пĕлтерчĕ. Библиотека республикăра тухса тăракан 5 хаçата, çав шутра "Шăмăршă хыпарне" те çырăнса илет. Кирлĕ литература пулмасан, районти тĕп библиотека урлă тупса параççĕ. Ан ỹркен кăна: вула, ăс пух, пурăнма хавхалану ил. 4. Сывлăх _ чи хаклă тупра, ăна çамрăкран упра! ЯЛТИ чи ватă çын _ тăхăрвун саккăрти Анастасия Гавриловна Чернова аса илнĕ тăрăх, çак ялти больница таврара чи чапли шутланнă. 2002 çулта больница вырăнне çемье тухтăрĕн офисне уçнă, унăн "хуçи" _ Раççей сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ С.В.Кудряшов тухтăр. Вун ултă çын вăй хурать офисра, кунта таврари 7 ял çынни сывлăхне çирĕплетет. С.В.Кудряшов тухтăр чирлĕ çынсене сиплессишĕн, чир-чĕр ересрен асăрхаттарассишĕн чунтан тăрăшать. Ăна пăхăнса тăракан шурă халатлă ĕçченсене те халăх тав сăмахĕ çеç калать. 5. Меллĕ, усăллă КĂÇАЛХИ февральте ялти перекет банкĕн уйрăмĕ çĕнĕ вырăна _ унччен лавка пулнă çурта куçнă. Кунта малтанхи пек кăткăс та тĕттĕм мар _ ĕçлеме условисем çителĕклĕ. _Пирĕн пата пилĕк ялтан _ пурĕ 4 пин ытла вкладчик килет, - терĕ В.Н.Чегаева контролер. _Халăх перекет банкĕнче 2 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ упрать. Ман шутпа, ял çыннисем начар пурăнмаççĕ, тирпейлĕ пурăнакансем укçа-тенкĕ те пуçтараççĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи хуть те хăш учрежденире пулсан та чечексем ĕрчетнине курма тиврĕ. Ялта "Чи илемлĕ учреждени", "Чи тирпейлĕ кил-çурт" конкурс пырать, унта пурте хутшăнаççĕ. Илемлĕхшĕн тăрăшакансене _ чыс та хисеп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 июня 2005
00:00
Поделиться