Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

УН ЯЧĔ _ ХАЛĂХ ЧĔРИНЧЕ

Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕ, пирĕн районти Кахăрлă Шăхаль ялĕнче тĕнчене килнĕ Елисей Иванович Афанасьев çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Елисей Иванович _ чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă. Е.И.Афанасьева 1944 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче III степень, 1945 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче II степень, 1945 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче I степень Мухтав орденĕпе наградăланă. Вăрçă хыççăн Е.И.Афанасьев тăван ялĕнче колхоз председателĕнче, ун хыççăн машинистра ĕçленĕ. Фронтра йывăр аманнине пула, Елисей Иванович питех те ир _ 1969 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. Е.И.Афанасьев ячĕ _ халăх чĕринче. Ун ятне Шăмăршăри тата Кахăрлă Шăхалĕнчи урамсене панă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 июня 2005
00:00
Поделиться