Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

СЛУЖБА ТИВĔÇНЕ _ ТỸРĔ КĂМĂЛПА

Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Матак вăтам шкулĕн 9 класĕнче вĕренекенсене "Манăн пулас професси" сочинени темине сĕнсен, Виктор Гаврилов милиционер пулма ĕмĕтленни пирки çырнă. Çак професси çинчен "Золотая мина" детективлă телефильм курнă хыççăн ĕмĕтленме пуçланине те палăртнă вăл хайлавра. Çар службинчен таврăнсан, 1984 çулта, Шăмăршă районĕн шалти ĕçсен пайĕн ГАИ уйрăмĕнче çул-йĕрпе патруль службин инспекторĕнче ĕçлеме тытăннă Виктор Гаврилов. Офицер пулас ĕмĕтпе, 1989 çулта çамрăк сержант милицин Шупашкарти ятарлă вăтам шкулне заочнăй майпа вĕренме кĕнĕ. 1992 çулта диплом тата лейтенант звани илсен, Виктор Николаевича милицин Карапай Шăмăршăри участокне инспектор пулма уйăрса лартнă. Шанса панă участокра саккун йĕркисене çирĕплетес тĕллевпе çине тăрса ĕçленĕ Виктор гаврилов. Тĕрлĕ преступленисене кĕске вăхăтрах уçса панă вăл, профилактика ĕçне те пĕр тикĕс илсе пынă. Тепĕр икĕ çултан тăрăшуллă милици офицерне аслă участковăй инспектор должноçне куçарнă. Паллах, кун хыççăн ĕç калăпăшĕ те, яваплăх та ỹснĕ. 1997 çулта вара, пултарулăхне кура, милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен уйрăмĕн начальникĕ пулма шаннă. 2001 çулхи апрельтен пуçласа Виктор Николаевич районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн заместителĕ _ обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕ пулса ĕçлет. Çак должность _ районти шалти ĕçсен пайĕнче чи яваплисенчен пĕри. Обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн руководителĕ милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен, çул-йĕр хăрушсăрлăх, патрульпе пост, дознани, вăхăтлăха тытакан изолятор, паспортпа виза службисен, хĕçпăшал тытма лицензи çырса паракан тата çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекцисен ĕçĕсемшĕн ответлă пулса тăрать. Ĕç калăпăшĕ, тỹрех каламалла, çав тери пысăк. Асăннă службăсен ĕçĕ-хĕлне кирлĕ пек йĕркелесе пырассишĕн çине тăрса ĕçлет Виктор Николаевич, хăйĕнчен те, подразделенисен начальникĕсемпе сотрудниксенчен те çирĕп ыйтать. 2002 çулта милиции майорĕ В.Н.Гаврилов заочнăй майпа РФ Шалти ĕçсен министерствин академийĕн Чулхулари филиалне вĕренсе пĕтернĕ, аслă пĕлỹллĕ юрист пулса тăнă. Служба тивĕçĕсене яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн, ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн Виктор Николаевича Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕсем алă пусса çирĕплетнĕ Хисеп грамотисемпе, "Милици отличникĕ" знакпа чысланă, укçа премийĕсем парса хисепленĕ. Кунсăр пуçне ăна районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн приказĕсемпе нумай хутчен тав тунă



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 июня 2005
00:00
Поделиться