КĂМĂЛĔ ЫРĂ, АЛЛИ ĂСТА
Ырă кăмăллă, вăтам пỹллĕ, çын çине йăвашшăн та ăшшăн пăхакан Никон тетене Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăнта кашниех лайăх паллать. Тахçантанпах пенсире пулсан та, вăл пĕр кун та ахаль лармасть, куллен килти хуçалăхра кăштăртатать, çынсене пулăшать. Çак кунсенче Çĕнĕ Тăрăна кайсан, манăн хаклă пĕлĕшĕм лаша урапин кустăрмине шинланине куртăм. _Пĕрре те ĕçсĕр тăмастăн эсĕ, Никон тете, - унăн аллине ăшшăн чăмăртанă май, калаçу пуçартăм ĕçпе тыл ветеранĕпе. _Ĕçре хамăн чун канăçлăхне тупатăп эпĕ, - терĕ вăл, хăйсен гаражĕн сакки çине манпа юнашар канма ларнă май. _ Атте-аннесĕр ỹснĕскер, ĕç çумне пĕчĕклех çыпăçнă та, унсăр пурăнаймастăп. Тĕрĕссипе каласан, ĕçре хамăн пурнăçăмăн пĕлтерĕшне куратăп. Калаçса ларнă май, Никон тетене хăйĕн ачалăхĕ, вăрçă вăхăтĕнче мĕнлерех ĕçлени çинчен каласа пама ыйтрăм. _Ачалăхăм йывăрлăхра иртрĕ, - хаш! сывласа илчĕ Н.И.Егоров. _ 1942 çулта ялти ытти арçынсемпе пĕрле аттене фронта илсе кайрĕç. Анне тăватă пĕчĕк ачапа тăрса юлчĕ. Эпĕ, асли, вуниккĕреччĕ, кĕçĕнни, Валентин, виççĕреччĕ. Питĕ шел, аттене вăрçа ăсатнă хыççăн икĕ уйăхран анне сасартăк чирлесе ỹкрĕ те çĕре кĕчĕ. Тата виç-тăватă уйăхран пĕчĕк шăллăм та йывăр чирлесе ỹкрĕ. Валентин, ал-урине вăйсăррăн хускатаканскер, ман çине хурлăхлăн пăха-пăха аллăмрах пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Эпĕ ăна нимĕнпе те пулăшма пултараймарăм... Пире аттен тетĕшĕн хĕрĕ ỹстерсе çитĕнтерчĕ. Çĕнĕ Тăрăнти Чапаев ячĕллĕ колхоз бригадинче вăрçă вăхăтĕнче çитĕннисемпе пĕрле ачасем те ĕçленĕ. Çур аки вăхăтĕнче Никон хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле _ Виталий Ястребовпа, Николай Романовпа, Николай Ивановпа, Иван Димитриевпа (йывăр тăприсем çăмăл пулччăр) тата Николай Чугуновпа _ вăкăрсем кỹлсе çĕр сухаланă, сỹреленĕ, акнă. Колхоз выльăх-чĕрлĕхĕ валли утă хатĕрлеме те хастар хутшăннă тыл ачисем. Вырма тапхăрĕнче вара уй-хиртен йĕтеме тырă турттарнă, ферма çывăхне улăм кỹнĕ, кайран уй-хире тислĕк тăкнă. _Вăкăрсемпе ĕçлеме çав тери йывăрччĕ, - аса илет Никон Иванович. _ Вĕсем суха кассинех тăсăлса выртма та, шăрăх çанталăкра лавĕ-мĕнĕпех çырма хĕррине сĕтĕрсе кайма та пултаратчĕç. Хĕл кунĕсенче те ачасем валли ĕç тупăнсах тăнă. Вĕсем лаша транспорчĕпе вăрмантан колхоз валли йывăç кăларнă, килĕрен кĕл, чăх-чĕп каяшĕ пуçтарса уй-хире кайса тăкнă. Ял çыннисем, çав шутра ачасем те, хăйсен пархатарлă ĕçĕпе кунран-кун, çулран-çул Аслă Çĕнтерĕве çывхартса пынă. 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнчи савăнăçлă хыпара та ял-йыш ĕçрех кĕтсе илнĕ. Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн çĕнтерỹçĕ-салтаксем çуралнă кĕтесе таврăнма пуçланă. Иван Егоров хĕрлĕармееца хăйĕн ачисем патне килме, вĕсене ăшă ытама илме шăпа пỹрмен _ 1944 çул вĕçĕнче вăл фронтра хыпарсăр çухалнă. Мирлĕ пурнăç пуçлансан Никон Егоров уй-хир бригадинчех тăрăшнă. 1951 çулта вăл хăйсенчен темиçе кил урлă пурăнакан, фермăра тăрăшакан сарă çивĕтлĕ, илемлĕ сăн-питлĕ, ĕçчен те сăпайлă хĕрпе _ Раиса Димитриевапа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Тепĕр çултан туслă çемьене хĕр пĕрчи килнĕ. Каярахпа умлă-хыçлă виçĕ ывăл тĕпренчĕкĕ çуралнă. 1956 çулта Егоровсем хыр пĕренисенчен 5 стеналлă çĕнĕ çурт тума вăй çитернĕ. Иртнĕ ĕмĕрти 70-мĕш çулсен варринче вара кирпĕчпе купаласа пысăк çурт лартнă. Колхозра 10 çул платникре ĕçленĕ хыççăн, 1965 çулта, Никон Иванович химилле вăрман хуçалăхне ĕçлеме куçнă, лашапа сухăр турттарнă çĕрте 16 çул вăй хунă. 9 çул мастерта тăрăшнă. Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн чылай грамотăпа парнене тивĕçнĕ. Ăна "Ĕç ветеранĕ" медальпе те наградăланă. 1990 çулта Никон тете пенсие тухнă. Никон тете _ Çĕнĕ Тăрăнти хисеплĕ ватăсенчен пĕри. Ăшă кăмăллă та ĕçчен çын пулнишĕн, ыттисене пулăшма тăрăшнишĕн сума сăваççĕ ăна ялта. Ăста платник пулнă май, час-часах нимене чĕнеççĕ Никон тетене. Кирлĕ пулсан, пуртă е çава аврисем те туса парать. Лаша та тытать вăл килти хуçалăхра. Çĕрулми лартмалла-кăлармалла, йăрансен хушшине çемçетсе купаламалла е вутă кỹмелле пулсан, урамра пĕрле пурăнакансем лаша ыйтма Никон Иванович патне пыраççĕ. Вăл вара нихăçан та хирĕçлемест. Çакăншăн ăна яланах чи ăшă сăмахсемпе тав тăваççĕ. Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитнĕ май, ялти ытти хисеплĕ тыл ветеранĕсемпе пĕрле Никон тетепе унăн мăшăрне Райкка аппана та юбилей медалĕпе чысларĕç. Хăйсене манманшăн, вăрçă вăхăтĕнчи пархатарлă ĕçĕсене сума хунăшăн ватăсем питĕ савăнчĕç. Ырă ĕç ырăпа таврăнать, теççĕ халăхра. Ватă çынсен шутне кĕнĕ пулсан та, йĕркеллех çỹрет-ха Никон тете. Нумаях пулмасть вăл хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ăна мăшăрĕ, ачисем, мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем, кỹрши-аршисем чун-чĕререн саламларĕç, çирĕп сывлăхпа иксĕлми телей тата вăрăм ĕмĕр сунчĕç.