Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ĂШĂ ЧУНЛĂ БИБЛИОТЕКА ĔÇЧЕНĔ

Районти централизациленĕ библиотекăсен системинче чылай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекен библиотека ĕçченĕсенчен пĕри _ Р.Н.Владимирова. Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищин библиотекарьсен уйрăмне заочнăй майпа вĕренме кĕнĕскер, районти тĕп библиотекăна 1976 çулта ĕçлеме килнĕ Рада Николаевна. Малтанах вулав залĕн заведующийĕнче ĕçленĕ, кайран çĕнĕ кĕнекесене шута илекен тата комплектлакан пайăн библиотекарĕ пулнă. Кунта пĕр улшăнми 20 çул ĕçленĕ хыççăн, 1996 çултанпа районти ача-пăча библиотекинче методист тивĕçне пурнăçлать вăл. Методист ĕçĕ, тỹрех каламалла, çăмăлах мар. Рада Николаевна хăй ĕçлекен вулав çуртĕнче тата ялсенчи библиотекăсенче ача-пăчапа çыхăннă ĕç меслечĕсен системине йĕркелесе ертсе пырать, ытти вырăнсенчи паха ĕç опытне, тĕрлĕ çĕнĕлĕхсене анлă çул пама тăрăшать. Кунсăр пуçне коллективпа пĕрле ачасем валли тĕрлĕ мероприятисем ирттерме активлă хутшăнать. Ырă кăмăллă, ăшă чунлă хĕрарăма _ Р.Н.Владимирована районти библиотекарьсен пысăк коллективĕнче хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Районти централизациленĕ библиотекăсен системин директорĕ А.В.Максимова та, ача-пăча библиотекин заведующийĕ Н.П.Соргина та Рада Николаевна пирки чи ăшă сăмахсем каларĕç, хăйĕн тивĕçне профессилле ăсталăхпа пурнăçланине палăртрĕç. Обществăлла ĕçсенче те хастар Р.Н.Владимирова. Вăл хĕрарăмсен халăх хорĕнче юрлать, библиотекарьсен районти профсоюзĕн комитетне пĕр улшăнми 10 çул ытла ертсе пырать. Раççей профсоюзĕсене туса хунăранпа 100 çул çитнĕ май, пархатарлă ĕçшĕн нумаях пулмасть Рада Николаевнăна юбилей медалĕ парса чысланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 июня 2005
00:00
Поделиться