Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇĔР ÇЫННИ "ИЛĔМ-ТИЛĔМПЕ

ÇĔР ÇЫННИ "ИЛĔМ-ТИЛĔМПЕ вăл хире тухать, тỹпери тăри ăна саламлать", - тесе çырнăччĕ пĕр сăвăç çĕр ĕçченĕ пирки. "Искра" кооперативри Владимир Скворцов механизатора халалланă пекех туйăнать çак йĕркесене. 1972 çултанпа _ вăтăр виçĕ çул хушши "хурçă утпа" ĕçлет Владимир Иванович. Тракторист специальноçне Етĕрне районĕнчи Советскинчи СПТУра вĕренсе илнĕ. Училищĕрен килсенех тетĕшĕпе _ хуçалăхри малта пыракан механизаторпа Михаил Скворцовпа пĕр тракторпа ĕçленĕ. Çулталăк çитсен вара Владимира хăйне гусеницăллă трактор шанса панă. Унтанпа пĕр çур аки те, пĕр кĕр аки те вăл хутшăнмасăр иртмест. ДТ-75 тракторпа миçе гектар çĕр сухаланине, миçе гектар тырă акнине шутласа кăларма та йывăр. Кăçалхи çур акинче те В.Скворцов агрегачĕ 500 гектар ытла тырă акрĕ. Шăмăршăри Акатуйра çур аки паттăрне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев алă тытсах саламларĕ, Хисеп грамотипе чысларĕ. Çĕр çыннишĕн çу кунĕсем ылтăн пек хаклă. Владимир Иванович тракторне техника паркне кĕртсе лартрĕ те, СК-5 "Нива" комбайна юсама пуçăнчĕ. Тĕрĕссипе, юсамалли темех çук-ха, механизатор ăна кĕркуннех тĕплĕн тĕрĕсленĕччĕ. Çирĕм çул ытла вырмара комбайн çине ларать В. Скворцов, çулленех малти вырăнсене йышăнать. Ывăлĕпе _ Патирек шкулĕнче вĕренекен Андрейпа кăçал та "хир карапĕпе" ĕçлĕç. Вырма умĕн комбайна утă çулнă çĕрте тĕрĕслет



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 июня 2005
00:00
Поделиться